Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Меллĕ хутлăх – пандуссем çеç мар…

29 апреля 2017 г.

Юнкун район администрацийĕнче инвалидсен тата халăхăн хÿтлĕх кирлĕ ушкăнĕ валли меллĕ хутлăх туса хурассипе çавра сĕтел иртрĕ. Ун ĕçне Раççейри инвалидсен обществин республикăри организаци председателĕ Маргарита Кузьминых, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, инвалидсен районти пĕрлешĕвĕн председателĕ Владимир Викторов ертсе пычĕç.

Аталаннă çĕршывсенче ку ыйтăва вуншар çул пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн республикăра вара инвалидсемпе халăхăн хÿтлĕхсĕр ушкăнне социаллă тата транспорт инфраструктурин объекчĕсем патне çитме хальлĕхе условисем майлах мар-ха. Паллах, «Меллĕ хÿтлĕх» программа Чăваш енре виçĕ çул çеç ĕçлет, ун йĕркипе нумай предприяти-организацире ку ушкăна кĕрсе тухма майсем туса панă. Анчах та пур çĕрте те тенĕ пекех нормăсене пăсса, палăртрĕç çавра сĕтелре.

Пирĕн районта, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев палăртнă тăрăх, хальлĕхе асăннă программа ыйтнин пĕрре-виççĕмĕш пайне пурнăçланă. Ку ыйтăва тимлĕхрен кăлармасăр ĕçсем малалла пыраççĕ. Районта пĕтĕмĕшле 2345 инвалид, вăл шутран колясочниксем – 40-е яхăн.

Инвалидсен республикăри обществин председателĕ Маргарита Кузьминых республикăри учрежденисем инвалидсене кĕрсе тухма реконструкци ĕçĕсем тунине, анчах та хальлĕхе общество пурнăçĕн пĕтĕм сферинче пĕр тан условисем туса хурас ыйту татăлман-ха.

Вăл ертсе пыракан общество çуртсемпе сооруженисене тăтăшах мониторинг тăвать. Ун даннăйĕсем, шел те, юлашки çулсенче хевтесĕр çынсем валли çĕклесе лартнă хатĕрсене ячĕшĕн çеç тунине, вĕсем санитари нормисене тивĕçтерменнине кăтартаççĕ.

– Меллĕ хутлăх туса хумалла тенине нумайăшĕ темшĕн пандуссем вырнаçтармалла тесе кăна йышăнать. Инвалид-колясочниксемсĕр пуçне куç курманнисем, илтменнисем, çавăн пекех ал-ура чирĕпе аптăракан ватă çынсем, ача кÿмипе çÿрекенсем тата ыттисем те пур вĕт-ха, – терĕ Маргарита Павловна.

Вăл палăртнă тăрăх, нумай çурт умĕнчи пандуссен çитменлĕхсем туллиех: ансăр, вĕсене меллĕ вырнаçтарман, тыткăчсем çук е пĕр енче кăна, ытлашши чăнкă, уратисем ытла çÿллĕ тата ытти те. Тыткăчсемпе инвалидсем кăна мар, çумăрлă, пăрлă çанталăкра сывă çынсем те картлашкасем тăрăх тытса хăпарма усă кураççĕ.

– Меллĕ хутлăх – мĕнпур категорири çынсем валли меллĕ условисем туса парас тени. Ун шутне рельефлă указательсем, уйрăм тĕссемлĕ полосасем, санитарипе гигиена пÿлĕмĕсем, инвалидсен машинисем валли парковкăсем тата ытти нумай меллĕх кĕрет, – терĕ республикăри «Меллĕ тĕнче» коммерцилле мар автономлă учреждени директорĕ Петр Миронов. – Вырнаçтарнă устройствăсем тĕлĕшпе чылай çитменлĕх тупатпăр, çавăнпа та вĕсен проекчĕсене ку енĕпе ĕçлекен организацисене çеç тутармалла. Пирĕн тĕп тĕллев – çитменлĕхсем пирки штраф хурасси мар, тивĕçлĕ условисем туса парасси.

Ку тата ытти ыйтусемпе çавăн пекех Вăрнар тата Тăвай районĕсен прокурорĕсен помощникĕсем Елена Дмитриева тата Игорь Жестянкин, Йĕпреç район прокурорĕ Валерий Гришин, Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Андрей Иванов, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина, социаллă страховани фончĕн ертÿçи Людмила Иванова, район тĕп больницин поликлиника заведующийĕ Надежда Петрова тухса каларĕç.

Çавра сĕтеле хутшăннă Вăрнар, Канаш, Йĕпреç, Тăвай районĕсенчи инвалидсен обществисен представителĕсен, вĕсен йышĕнче тăракансен хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав тупма пултарчĕç. Владимир Викторов, инвалидсен районти обществин председателĕ, Вăрнарти нумай организаци умĕнче инвалидсен машинисем валли парковка çуккине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ку ыйту тимлĕхрех пулнине асăнчĕ.

Ыйтусем çавăн пекех инвалидсен автомобиль правине кашни çулах улăштарма тивнипе, мероприятисене тухса çÿреме обществăн хăйĕн транспорт пулмаллипе, автобус маршручĕсем çуккипе, Мăн Явăш çулĕн участокĕ япăхланса кайнипе, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен врачĕсем кăнттамлăхĕпе тата ыттипе те çыхăнчĕç. Леонид Николаев кашнине тĕплĕ хуравларĕ, вăл е ку енĕпе районта еплерех ĕçсем пурнăçланипе, сăмахран – çулсем тăвассипе, паллаштарчĕ. Çийĕнчех татăлман ыйтусене малашнехи ĕç планне илнине палăртрĕ.

Çавра сĕтел хыççăн республика тата влаç представителĕсем район администрацийĕ умĕнчи пандус тĕслĕхĕ çинче вĕсем нормăпа еплерех пулмаллипе мастер-класс ирттерчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика