Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăварпа кĕрешекенсем

29 апреля 2017 г.

Ăмăрт кайăк пек хăюллă, хастар çынсем çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн – вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр инкеклĕ пулăмсемпе кĕрешме яланах хатĕр. 27-мĕш пушар чаçĕн Ярмушка ялĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсем тÿрĕ кăмăллă çынсем, тивĕçе лайăх ăнланаканскерсем. Кашниех ĕçлеме пултараслăхĕ пысăк пулнипе тата мĕн хушнине яваплăн пурнăçланипе палăраççĕ.

Ярмушкари пушар хуралĕнче 5-ĕн тăрăшаççĕ. Владислав Ильин уйрăм командирĕ пулсан, Михаил Иванов, Николай Макаров, Алексей Николаев, Геннадий Иванов пушарнăйсем шутланаççĕ.

– Пирĕн йывăр та хăрушă самантсенче çухалса кайма юрамасть. Вут-кăвар сиксе тухни çинчен пĕлсенех вырăна хăвăрт çитме тăрăшатпăр, пушар ан алхастăр тесе мĕн пур майсемпе усă куратпăр. Хăрушă самант вара пирĕн ĕçре пуррине пытармастăп. Пĕр-пĕр ялта уйрăм çыннăн килĕнче пушар алхасма тытăнчĕ – эпир шалта газ баллонĕ пуррипе çуккине хăшпĕр чухне лайăххăн та пĕлместпĕр, мĕншĕн тесен хăшĕсем çакна каламаççĕ те. Акă Авшак Элменре пушар вăхăтĕнче сакăр газ баллонĕ сирпĕнчĕ. Çурт патне те пыраймастăн вĕт. Çавах та эпир вут-çулăма кÿршĕсем патне каçма памарăмăр, – терĕ Владислав Ильин.

Вăл йĕпе-сапара хăшпĕр ялсене кĕрсе тухма çăмăл пулманнине та каларĕ. Ял патне техникăпа çитсе тăраççĕ, анчах малалла кайма ниепле те май çук. Ял çыннисем вара пушарнăйсене чăтăмсăр кĕтеççĕ. Ирĕксĕрех тĕрлĕ майсем шыраса тупма тивет. Тĕрĕссипе, пушара вăхăтра сÿнтермелле-çке, унсăрăн инкек ытларах та пулма пултарать. Çакна аван ăнланаççĕ Ярмушкари пушарнăйсем.

– Пирĕншĕн пĕр уяв та çук, мĕншĕн тесен ялан сыхă пулмалла. Пĕр-пĕр ялта пушар сиксе тухнине пĕлсен, дежурствăра мар пулсан та пурте инкек вырăнне васкатпăр. Дежурствăри пушарнăй эпир пырасса кĕтсе тăмасть, автомашинăна васкавлăн тапратать те, çула тухать. Эпир вара хамăр техникăпа каятпăр, – калаçăва тăсрĕ В.Ильин.

Пушар алхасакан вырăна çитеççĕ те вут-кăвара хирĕç кĕрешме тытăнаççĕ. Ку таранччен пушарнăйсем мĕнле кăна лару-тăрăва çакланман-ши; Вут-çулăм алхаснă самантра хăвăн пурнăç çинчен шутлама-и; Тĕп вырăнта – инкеке сиресси. ,çĕ йывăр та пархатарлă, паллах. Çавăн пекех хăрушлăхпа та çыхăннă. Апла пулин те çак çула суйласа илнишĕн ÿкĕнмеççĕ кунти пушарнăйсем. Пурте вĕсем опытлă, хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Пурнăçран кая юлас мар тесен вĕренме те тивет. Кашниех ятарлă курс пĕтернĕ.

27-мĕш пушар чаçĕн Ярмушка ялĕн уйрăмĕн ĕç-хĕлне хăçан йĕркелесе яни те интереслентерчĕ.

– 2009 çулхи кĕркуннеренпе дежурствăра эпир. Пирĕн пĕр ЗиЛ-131 машина пур. Техника çĕнех мар пулин те тĕрлĕ çĕре çитсе килме пултарать. Вăхăтра пăхса-юсаса тăнăран çула тухма та шанчăклă. Бензин енчен йывăрлăх курмастпăр, – ăнлантарчĕ Владислав Ильин.

Колхоз пур чухне пушар машинине тытса тăнă-ха. Анчах аркансан гараж пушанса юлнă. Кайрантарахпа кăна ĕç-пуçа тепĕр хут йĕркелесе яма май килнĕ. Вăл вăхăтра ял администрацийĕнче ĕçленĕ В.Анисимов ку тĕлĕшпе нумай тăрăшнă% тĕрлĕ çĕре çитнĕ, ку таврари ялсенче пурăнакансенчен укçа та пуçтарнă. Çапла вара пушă ларакан çурта чылай çĕнетнĕ, ăшă та кĕртнĕ. Халĕ газпа мар, вутăпа ăшăтаççĕ. Кăмака пур. Вырăнти ял администрацийĕ килсе панă йывăçсене хăйсемех касса-çурса тирпейлеççĕ.

– Штатра пиллĕкĕн терĕм те, иккĕшне федераци, тепĕр иккĕшне район бюджетĕнчен ĕç укçи тÿлеççĕ. Пĕр пушарнăя вара халăхран пухнă укçа-тенкĕпе тытса тăратпăр, – пĕлтерчĕ уйрăм командирĕ.

Пушар хуралĕнче ĕçлекенсен пурнăçĕнче спорт та пысăк вырăн йышăнать. Çулталăкра темиçе хутчен нормативсем параççĕ% турникрен туртăнмалла, чупмалла тата ытти те. Сывлăх та çирĕп пулмалла. Тĕрĕсленме те тивет.

Машина ялан шывпа тулли.  В.Ильина пăшăрхантараканни вăл, хăшпĕр çĕрте пĕвесем патне пыма май çукки. Пушара хирĕç кĕрешнĕ вăхăтра машинăри шыв хăвăртах пĕтет. Васкавлăн тултармалла, анчах чăрмавĕ сиксе тухать. Ун шучĕпе, пурин те пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнмалла. Инкекĕ те вара сахалрах пулĕ, пурлăх та çунса кĕлленмĕ.

Ярмушкари пушарнăйсем тăрăшуллă, ĕçе те лайăх ăнланаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика