Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти слетра

29 апреля 2017 г.

Мăн Явăш шкулĕнче иртнĕ çар-патриотизм клубĕсемпе пĕрлешĕвĕсен районти слетне Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă. Ăна районти çамрăк пограничниксен штабĕ, район администрацийĕ тата Совет çарĕсен Германири ушкăнĕн ветеранĕсен союзĕн районти канашĕ пĕрлешсе йĕркеленĕ.

Слетра Хапăс, Калинино, Кĕçĕн Кипек, Мăн Явăш, Çĕрпел шкулĕсенчи отрядсем тупăшнă. Программăри конкурссем пуçланиччен çамрăк патриотсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн специалист-эксперчĕ Галина Виноградова, шкул директорĕ Надежда Федорова саламланă.

Ачасем обелиск патне чечексем хурас ритуалта, Ялав йăтса тухассипе, стройпа утассипе, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парассипе, Тăван çĕршыв историне пĕлессипе тата патриотла юрă юрлассипе ăмăртнă. Пĕтĕмĕшле чи маттуррисем мăн-явăшсем пулса тăнă. Калинино шкулĕн отрячĕ – 2-мĕш, Кĕçĕн Кипек шкулĕн отрячĕ 3-мĕш вырăнсенче.

Патриотизм уявне сумлă хăнасем, офицерсем те чылаййăн килсе çитнĕ. Вăл шутра – Йĕпреç тата Вăрнар районĕсенчи çар комиссарĕ Владимир Венедиктов та. Вĕсем çакнашкал мероприятисен пысăк тухăçлăхне палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика