Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье ыйтăвĕсемпе психолог пулăшать

29 марта 2017 г.

Мăшăрсем çемьере сиксе тухакан ыйтусене психолог пулăшнипе майлаштарма пултарнине киносенче сахал мар курнă. Пысăк хуласенче ку специалистсен пулăшăвĕ унчченех анлă сарăлнă. Халĕ пирĕн район çыннисен те пурнăçри вăл е ку ыйтупа психологпа канашлама май пур – район тĕп больницинче иртнĕ уйăхра медицина психологĕ Елена Николаевна Минаева ĕçлеме тытăнчĕ. Паян вăл – пирĕн хаçат хăни.

– Елена Николаевна, манăн паян кирлĕ те çивĕч темăна – çемье ыйтăвĕсене хускатас килет. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, çулран çул уйрăлусен шучĕ ÿссе пырать. Ачасем асапланаççĕ, тимлĕхсĕр, ачашлăхсăр, хÿтлĕхсĕр юлаççĕ. Çавăнпа та ыйтусем те мăшăрсем тĕлĕшпе пулĕç. Сирĕн хуравсем нумай çемьене пулăшасса шанатăп.

– Мана çемьеллĕ çынсемпе нумай ĕçлеме тÿр килнĕ, каласа кăтартмалăх пур.

– Чи малтанах сирĕн пата мăшăрсем ытларах мĕнлерех ыйтусемпе килни кăсăклантарать.

– Мĕнле ыйтусем ытларах пулнине палăртма йывăртарах, вĕсем тĕрлĕ енлĕ. Анчах та çемье хутшăнăвĕнче çак ыйтусем тĕпре пулнине каламалла: çамрăк мăшăрсем пĕрлехи çемье хаклăхĕсене йĕркелеме, çĕнĕ роле хăнăхма, партнерăн интересĕсене пайлама, йăлари тата стресс тăрăмĕнче конфликтсене сирме пĕлменни. Тепĕр çивĕч ыйту – ача çуралнă тапхăрта мăшăрсем пĕр-пĕринчен сивĕнни: хĕрарăм ачана нумай тимлĕх уйăрать, арçын вара хăйне пăрахнăн, арăмне кирлĕ мар пек туять.

Вăтам ÿсĕм ыйтăвĕ. Шăпах çак тапхăрта, пурнăçри çитĕнÿсене хаклама тытăннă май, уйрăмах арçынсем аякра хутшăнусем шыраççĕ, хăйсене капла чăн-чăн арçынсем пек туяççĕ. Анчах ку вăхăтлăх кăна, вĕсем пурпĕр каялла çемьене таврăнаççĕ, анчах арăмне тата ачасене çакна ăнланма йывăр.

Çавăн пекех мăшăрсем ачисем ÿссе тухса кайнине йывăррăн чăтса ирттереççĕ. Ывăл-хĕрĕн çемйипе пĕр килте пурăнни те ырă патне илсе çитермест.

Тепĕр тĕслĕх – хĕрарăм арçын мăшкăлне тÿссе пурăнни, уйрăлас пулсан ачисем умĕнче айăплă тесе шухăшлани. Кун пек чухне ăна психолог пулăшăвĕ кирлех.

Ман пата килекен çивĕч ыйтусенчен тепри вăл – ачасен воспитанийĕ.

Тĕрĕссипе, кусем – çемьен хăшпĕр ыйтăвĕсем кăна.

– Мăшăрсемпе ĕçлемелли ятарлă схема пур-и сирĕн?

– Чи пĕлтерĕшли – ĕç тухăçлăхĕ. Чи малтанах ыйту тĕшшине пĕлмелле, ĕç çавăнтан тытăнать. Тĕп меслет – çемье членĕсемпе вăл мĕн шутлани-туйни пирки чуна уçса калаçни. Çакă партнер пирки пĕлмесĕр шутланине пĕтерме, пĕр-пĕрне «илтме» май парать. Калаçуран тухакан кашни симптом мăшăрсем унччен пĕр-пĕринчен мĕн кĕтнине уçăмлатать. Çемье членĕсемпе çырнă килĕшÿ тăрăх, кашни калаçу хыççăн килти ĕç паратăп. Çак техника шалти проблемăсене татса пама, хутшăнусене çирĕплетме пулăшать, яваплăха, пĕр-пĕрин хушшинчи шанăçлăха ÿстерет.

– Хутшăнусене йĕркелес тесен çемьен пĕр членĕпе кăна ĕçлени çителĕклĕ-и?

– Мăшăрсем çемьере ыйтусем пуррине нумайăшĕ ăнланаççĕ, анчах та психолог патне пĕрле килекенсем сахалрах. Ытларах çемьене çăлассишĕн хĕрарăмсем тăрăшаççĕ. Енчен те ыйту упăшкипе арăмĕ хушшинчи хутшăнусемпе çыхăннă-тăк, ăна мăшăртан пĕринпе ĕçлесен те пĕтерме пулать. Мĕншĕн тесен вĕсенчен пĕри те пулсан улшăнсан пĕтĕм тытăм улшăнать, хутшăнусем те лайăхрах тата çÿллĕрех шая çĕкленĕç.

– Çемьери хутшăнусем япăхланнинче пĕр çын кăна айăплă теме юрать-и?

– Нихăçан та. Кирек мĕнле улшăнăва мăшăртан иккĕшĕ те «тÿпе» хываççĕ. Пĕр-пĕрне айăплама хăтланни вара харпăр хăйĕнчен яваплăха сирессипе çыхăннă.

–  Кунашкал конфликт вăхăтĕнче ача психики çинчен манас марччĕ.

– Нумай чухне ашшĕ-амăшĕ вăрçнинче, вĕсенчен хăшĕ те пулин асапланнинче ачасем хăйсене айăплаççĕ. Амăшĕ ачине ашшĕсĕр хăварасран хăраса унпа хÿтĕленет. Çапла вăл пĕтĕм яваплăха ывăлĕ е хĕрĕ çине тиет. Ачасене вара çак тиев те, ашшĕ-амăшĕн мăшăрланăвне сыхласа хăварманни те чунне йывăрлатать. Çавăнпа та ачана щит евĕр усă курмалла мар. Унăн психики ĕмĕрлĕх улшăнма пултарать.

Ача умĕнче вăрçма кăна мар, пĕр-пĕрне критиклеме, ачана кашни хăй майлă çавăрма тăрăшмалла мар. Нумай чухне çакнашкалли те тĕл пулать. Амăшĕсем ачисене ашшĕпе калаçтарас мар тесе мĕн те пулин туянса парас маррипе хăратаççĕ. Ку – питĕ йăнăш утăм.

– Мăшăрсене ашшĕ-амăшĕ ытлашши вĕрентни тĕрĕс-и тата?

– Нумай чухне ашшĕ е амăшĕ ÿссе çитĕннĕ ывăл-хĕрне «тăн» кĕртме хăтланаççĕ, «ку хĕр е каччă килĕшмест», «унпа çемье çавăрма юрамасть», тесе вĕрентеççĕ. Ку каллех – йăнăш утăм. Ачан хăйĕн суйлама, явапа туйма пĕлмелле. Унсăрăн икĕ ăру хушшинче хирĕçтăру çуралма пултарĕ.

– Çемьесене килĕнче килĕшÿлĕхпе ăнланулăх хуçалантăр тесе мĕн суннă пулăттăр?

– Çамрăк мăшăрсен хутшăнусем тин тытăннă тапхăртах пĕр-пĕрне шанма, пуçра çуралакан ыйтусене пĕрле сÿтсе явма, эмоцисемпе туйăмсене пытарма мар, юратнă çыннине пĕлтерме (анчах айăпласа мар) вĕренмелле. Çапла вĕсем хушшинче ăнланулăх çуралĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕр-пĕрне илтме пĕлмелле, хисеплемелле. Енчен те йывăр ыйтусем сиксе тухсан специалистран пулăшу ыйтмалла.

– Сире вăхăт тупса калаçнăшăн пысăк тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика