26 апреля 2017 г.
Ĕç условийĕсене лайăхлатассине влаçăн вырăнти органĕсем, профсоюз организацийĕсем, ĕçпе тивĕçтерекенсем тата асăннă тытăм специалисчĕсем тивĕçлипе хаклаççĕ, вĕсем пуçарнипе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Инкек-синкеке сирмешкĕн вăйсене пĕрлештернин усси курăмлине пĕлтĕрхи кăтартусем те аван çирĕплетеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, производствăри инкеке пула нуша курнисен хисепĕ малтанхи çулхинчен – 24, вилмеллех аманнисен йышĕ – 36,3, йывăр сусăрланнисен шучĕ 22 процент сахалланнă. Иртнĕ çул производствăра 191 çын инкеке лекнĕ: 14-шĕн пурнăçĕ татăлнă, 27-шĕ йывăр суранланнă. Унсăр пуçне ушкăнпа инкеке лекнĕ 3 тĕслĕхе шута илнĕ (1 çын вилнĕ, 2-шĕ йывăр аманнă, 5-ĕшĕ çăмăл суран илнĕ (малтанхи çул çакнашкал 3 тĕслĕхре 4-ăн пурнăçран уйрăлнă, 3-шĕ йывăр суранланнă). Пĕлтĕр професси чирĕсене пĕрремĕш хут 17 çынăнне тупса палăртнă. Ку кăтарту 2015 çулхинчен 34,6 процент пĕчĕкрех.