Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхаттаруллă калаçусем

26 апреля 2017 г.

Пĕтĕм Раççейри «Раççей ачисем» профилактика акцийĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕччĕ. Ку операцие Вăрнар районĕ те активлă хутшăнать.

Ун йĕркипе шкулсенче наркомани сиенĕ пирки тĕплĕ, асăрхаттаруллă калаçусем иртеççĕ. Çак кунсенче полицин «Вурнарский» пайĕн ĕçченĕсем Диана Иванова тата Геннадий Иванов, районти консультаципе диагностика центрĕн специалисчĕ Мария Иванова, район тĕп больницин наркологĕ Дмитрий Николаев Кĕçĕн Кипекри тата Вăрман Кипекри шкулсенче пулнă.

Уçă калаçура ачасем наркотиксен хăрушă витĕмĕ, вăл организма, пĕтĕмĕшле пĕтĕм обществăна сиен кÿни пирки пĕлнĕ.

– Пирĕн тĕп тĕллев – çула çитменнисем хушшинче наркомание сарассине, вĕсене преступленилле ĕçсене хутшăнтарассине асăрхаттарасси. Ку чирпе пирĕн пурин те пĕрле кĕрешмелле, – терĕ полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ Диана Иванова.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика