Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшатпăр

26 апреля 2017 г.

Тăван чĕлхепе литература предмечĕсене ачасем юратса та интересленсе вĕренччĕр тесен мĕн тумалла-ха; Çак ыйту пире, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене, яланах канăç памасть.

Уроксенче çеç ĕçлени çителĕксĕр. Паянхи пурнăç, паянхи шкул çĕнĕлĕхсем ыйтать. Çавăнпа та эпĕ уроксенче çĕнĕ технологисемпе усă курма тăрăшатăп. Класс тата шкул тулашĕнче тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттерни те шкул пурнăçне интереслĕ тума, чăвашлăха аталантарма пулăшать.

Кашни çулах эпир чăваш чĕлхипе литература эрнисене ирттеретпĕр, чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çав кунсем интереслĕ те тухăçлă иртчĕр тесе тĕрлĕ вăйă-ăмăртусем, конкурссем, марафонсем ирттеретпĕр. Кашни çулах «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие активлă хутшăнатпăр.

Кăçал чăваш чĕлхипе литература эрнинче «Эпир маттур ачасем», «Чăваш чĕлхине пĕлетĕн-и;» ăмăртусем, «37 сас палли çĕршывĕнче» конкурс, чăваш чĕлхипе литература марафонĕ, сăвва илемлĕ вулакансен конкурсĕ, вуланă хайлавсем тăрăх тунă ÿкерчĕксен куравĕ тата ытти те. 6–7 классем хушшинчи ăмăртура улттăмĕшсем чи маттуррисем пулчĕç. Уйрăмах Данил Данилова, Анастасия Иванована, Людмила Арсентьевана, Аня Михайлована, Станислав Прокопьева, Иван Сидорова, Константин Фадеева асăнса хăвармалла. Вĕсем ыйтусем çине ыттисенчен хавăртрах та тĕрĕсрех хуравларĕç.

Ачасемшĕн чи интересли вара вăл – «Пирĕн районти паллă çынсем» ятлă презентаци курни. Çĕнни, ку таранччен пĕлменни вĕсемшĕн чылай пулчĕ. Уйрăмах 5-мĕш класра вĕренекенсемшĕн. Вĕсем Алексей Воробьев поэт сăввисене тимлесе итлерĕç, хамăрăн тăван шкултан вĕренсе тухнă Мĕтри Кипек писатель çинчен те çĕннине пĕлчĕç, Иван Ивник пултарулăхĕпе те кăсăкланчĕç.

Ачасем хамăрпа кÿршĕллĕ ялта çуралса ÿснĕ Маргарита Туринге, Стас Владимиров, Александр Арсентьев юррисене итлеме çеç мар, юрлама та юратаççĕ. Çавăнпах пулĕ чăваш чĕлхи эрнисенче вĕсен юррисене янраттаратпăр.

Н.ИВАНОВА,

Кĕçĕн Кипек шкулĕнче чăваш чĕлхипе

литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика