26 апреля 2017 г.
Вăрнарти историпе краеведени музейĕ республикăра пыракан «Музей пилĕкçуллăхĕ» проекта хутшăнать. Çавна май çак кунсенче музейра Чăваш наци музейĕн директорĕн çумĕ Вера Шляхина, Татьяна Орловапа Надежда Сельверстрова наука сотрудникĕсем пулнă.
Наука представителĕсем май уйăхĕнче наци музейĕнче уçăлакан курав валли экспозици материалĕсем суйласа илнĕ. Вĕсем Вăрнар район историйĕпе çыхăннă. Шупашкар çыннисем тата ун хăнисем Александрийски мăнастир, Вăрнар станцийĕ йĕркеленни, Ленин ячĕллĕ колхоз, Максим Дормидонтович Михайлов бас тата тĕлĕнмелле художник Праски Витти çинчен тĕплĕнрех пĕлĕç. Музей директорĕ Елена Шарипова пĕлтернĕ тăрăх, хаклă экспонатсем хушшинче çавăн пекех – 1943 çулхи куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялав, телефон коммутатор, Золотоношăпа Вăрнар районĕн туслăх парнисем тата ытти те.
Светлана ЧИКМЯКОВА.