Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăта тытса чарма çук

26 апреля 2017 г.

– Чим-ха, паллаймарăм эпĕ сире, кам пултăр çав эсир, – тинкерсе пăхрĕ ман çине пÿртрен тухнă арçын.

– Ку яла килсеччĕ... – тăруках ним калама аптрарăм ăна.

– Пĕр-пĕр çынна шыратăр пулĕ, – сăмахларĕ вăл.

Хам ун патне ятарласа пынине пĕлсен кăмăлĕ тăруках улшăнчĕ Хăмăш ялĕнчи Валерий Кураковăн, калаçма хирĕç маррине пĕлтерчĕ, пÿрте кĕме ыйтрĕ.

– Пÿртре пурне те йĕркене кĕртсе пĕтернĕ теме çук-ха, тумалли тата та пур. Вунă çул каялла строительство ĕçне пуçăнтăмăр та, паянхи кун та вĕçленмен-ха вăл. Ара Хăмăшра сайраран çеç пулатăп, пурăнмалли тĕп кĕтесĕ манăн Санкт-Петербург хулинче. Унта вăхăта ытларах ирттеретĕп. Арăм та пĕрлех. Тăван кĕтес вара ялан хăй патне туртать, çавăнпа çуралнă ялта çурт çĕклесе лартрăм. Çывăх вăхăтра аякри хуларан Хăмăша яланлăхах пурăнма куçса килесшĕн, – ăнлантарчĕ Валерий Романович.

Ку таранччен чылай ĕç пурнăçланă: газ та, шыв та кĕртнĕ. Пÿлĕмсене тĕрлĕ обой çыпăçтарса илемлетнĕ.

– Утмăл урлă каçнăранпа вăхăчĕ сахал мар иртрĕ. Пурнăç кустăрми çаврăм хыççăн çаврăм тума пуçланăранпа самаях пулсан та чун-чĕре пурпĕрех çамрăк. Çавăнпа кăмăл-туйăм та йĕркеллех. Ачалăхăм вара Хăмăш ялĕпе çыхăнчĕ. Шкула хавхаланса çÿренĕ, вĕренме тăрăшнă. Каникул кунĕсене вăйăра кăна мар, ĕçре те ирттернĕ. Ытарайми çунатлă ачалăх паянхи кун та асран тухмасть, – терĕ В.Кураков.

Калининăра вунă класс пĕтерсен малалла вĕренсе алла пĕр-пĕр специальность илес туртăм ăна Шупашкар хулине илсе çитернĕ. Тăххăрмĕш номерлĕ училищĕре пĕлÿ пухнă. Хими производствин аппаратчикĕ пулса тăнă. Хыççăнах Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатне ĕçе вырнаçнă. Çулталăкран çара ăсатнă. Службăна Венгрире ирттернĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăнсан малтанхи ĕçе пикеннĕ.

– Çав çулсенче республикăра тухса тăракан пĕр хаçатра телевидени юрă юрлакансен конкурсне ирттернине пĕлтĕм. Эпĕ шкулта та, çарта та юрланăран унта кайса пăхса, хамăн пултарулăха тĕрĕслеме шутларăм. Конкурсра чăвашла юрăсем юрларăм. Тĕлĕнмелле пек те мана телевиденипе радио хорне ĕçлеме чĕнчĕç. Эпĕ хирĕçлемерĕм. Çапла вара комбинат ĕçченĕнчен юрăç пулса тăтăм, – калаçăва тăсрĕ Валерий Кураков.

Çулталăкран вăл, çуралнă кĕтесре çĕнĕ культура çурчĕ хута кайнăран, яла таврăннă, директор ĕçне пикеннĕ, культура вучахне чĕртсе янă: сцена çине концерт та, спектакль те хатĕрлесе кăларнă. Уншăн халăхăн канăвне туллин ирттересси тĕп тивĕç пулса тăнă. Пĕлÿ çителĕксĕррине туйнăран Ленинградри культура институтне вĕренме кĕнĕ. Ял пурнăçĕнчен уйрăлса тепĕр хут хула çынни пулса тăнă.

– Шел пулин те, пурнăçăма культурăпа çыхăнтарас темерĕм, Ленинградри пĕр комбината ĕçе вырнаçрăм. Апла пулин те сценăран уйрăлман. Эп пурăнакан вырăнтан инçех мар культура керменĕ пурччĕ те, унта каçсерен репетицисене çÿреттĕм. Спектакльсене хутшăнаттăм. Тĕп рольсенчех выляман, анчах та пĕр-пĕр драмăри е камитри сăнарсене туллин уçса пама тăрăшнă, – кăмăллăн калаçрĕ Валерий Кураков.  

Мăшăрĕ ăна ялан ăнланнă. Хĕрлĕ Чутай районĕн хĕрĕпе хăнара паллашмалла пулса тухнă. Галина каччăна пĕрре курсах килĕштернĕ. Çавăн хыççăн унран уйрăлман, пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулса калаçнă, пушă вăхăта пĕрле ирттернĕ. Туслăх хĕлхемне ултă çула яхăн ялкăштарнă. Иккĕшĕ пурнăçăн пĕр сукмакĕпе юнашар утма калаçса татăлнă. Вĕсем туй тусах пĕрлешнĕ. Халĕ унтанпа хĕрĕх çул та çитнĕ. Кураковсем пĕр ача пăхса çитĕнтернĕ.

– Хула шăв-шавĕ йăлăхтарнине пытармасăп. Тăван кĕтесе килсен уçă сывлăшпа сывласа тăранаймастăп. Пахчари улмуççисем çимĕçне те параççĕ ĕнтĕ. Çурт çĕклеме ял-йыш нумай пулăшрĕ пире. Отпуск вăхăтĕнче Хăмăш ялĕнчен уйрăлман, – пĕлтерчĕ Валерий Романович.

Йывăрлăхсене пĕрре мар курнă пулин те пурнăç çунатлантарнă, малашлăха ырă ĕмĕтпе пăхма хистенĕ. В.Кураков паянхи кун та юрăсем юрлама юратать, çĕннисене те вĕренет.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика