26 апреля 2017 г.
Çамрăк мар ĕнтĕ, сакăрвунна çывхарса пыратăп. Вăрçă ачисен шутне кĕретĕп. Хурине те, шуррине те сахал мар куртăм темелле. Пурнăçра яланах таса чунлă пулма, халăхшăн, патшалăхшăн усăллă пулма тăрăшнă. Чун-чĕре тĕрĕсмарлăхпа киревсĕрлĕхе тÿсме пултарайманнишĕнех мана курайман çынсем те темĕн чухлех. ,çе, çутçанталăка ачаран юратни вара ватлăх çулĕсене туйма памасть.
Эпир, вăрçă умĕн çуралнисенчен чылайăшĕ, ачалăх мĕнне пĕлмесĕр, выçăллă-тутăллă ÿсрĕмĕр. Тăхăнма путлĕ тумтир пулман. Крахмал икерчинчен тутли мĕн пулнă-ши пирĕншĕн. Анне мана пĕчченех çитĕнтерчĕ. Атте вăрçăра пуç хунă. Анне колхоз сурăхĕсене пăхатчĕ, иртен пуçласа каçченех фермăраччĕ. Çавăнпа килти ĕç пĕтĕмпех ман çине тиеннĕ.
Мана пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнăшăн, йывăрлăхсене парăнтарма вĕрентнĕшĕн паян кун та аннене тав тăватăп. Килти ĕçсене те тунă, колхоз ĕçне те хутшăннă: пучах пуçтарнă, çум çумланă, лашапа кукурузăпа кăшман речĕсене сухаласа кăпкалатнă, кĕлте турттарнă, ака-суха тунă тата ыт. те. Паянхи ачасем ĕçе хăнăхмасăр çитĕннинчен хытă тĕлĕнетĕп.
Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн темиçе çул колхозра ĕçлерĕм. Салтака каяс умĕн Вăрнарти ял хуçалăх шкулĕнче сад тата пахчаçимĕç ăсти пулма вĕрентĕм. Çарта Венгрире тăма тÿр килчĕ, киле таврăнсан авланнă, ултă ача ашшĕ пулнă. Пĕр вăхăт тăван колхоз садĕнче тăрăшрăм. Колхоз уйрăлнă хыççăн Вăрнарти профтехучилищĕре комплекслă бригадирсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухрăм та хамăр ялта ферма заведующийĕнче тимлерĕм. Кольцовкăсен колхозĕнче сад тата хурт-хăмăр ăсти пулса ĕçлерĕм. Техникумра заочно йĕркепе агрономсен курсĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван хуçалăхра агрономра вăй хутăм. Пысăк тухăçлă тырпул туса илнĕшĕн Хисеп хучĕсене те сахал мар тивĕçнĕ. Колхозсене пĕрлештерсе совхоз-техникум йĕркелесен бригадира куçарчĕç. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн рабочире тимлерĕм. «,ç ветеранĕ» ята тивĕçрĕм.
Халĕ пĕчченрехех пурăнатăп, мăшăрăм çук. Ачасен хăйсен пурнăçĕ. Ватлăх çулĕсене пăхмасăр вăтам хресчен пурнăçне тытса пыратăп, килти хуçалăхра тăрмашатăп. Эрех-сăра ĕçместĕп, чĕлĕм туртмастăп. Гектар çурă енне çĕрпе туллин усă куратăп. Кил хушши тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усратăп. Пыл хурчĕсем ĕрчететĕп, утар тытатăп. Улма-çырла пахчинче темĕн тĕрлĕ йывăç çитĕнет. Вуншар йăран пахчаçимĕç туса илетĕп. Улми-çырли те, пахчаçимĕçĕ те ăнса пулаççĕ, сутмалăх та юлаççĕ. Хĕл валли мĕн кăна хатĕрлеместĕп пуль. Сивĕтмĕшре шăнтнă темĕн тĕрлĕ çырла. Варени-компочĕ те темĕн чухлех. Аш-какай, шăрттан çăкăр вырăнĕнче темелле. Сĕтел çинчен пыл, ытти техĕмлĕ те усăллă çимĕç татăлмасть.
Ху аллупа туса илнĕ апат-çимĕç чуна та çывăх, ÿтшĕн те усăллă, сиплĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса. Тĕрĕссипе, çимелли туянма лавккана сайра хутра кăна каятăп. Хăшпĕрисем мана мĕн тăрмашатăн, тертленетĕн, пенси илетĕн вĕт, канлĕн пурăн, теççĕ. Çавсемех яра куна урамра каска çинче ларса ирттереççĕ. ,çлес шухăш вуçех çук-çке вĕсен. Выльăх-чĕрлĕхпе те аппаланмаççĕ, пахчара нимĕн те çитĕнтермеççĕ. Килти хуçалăхра туса илме май пур çимĕçшĕн те лавккана танккаççĕ.
Каларăм ĕнтĕ, эпĕ пурнăçра тĕрĕслĕхе яланах мала хунă. Саккуна хирĕçле ĕçсем тунине, суйнине тÿсме пултараймастăп. Общество интересĕсене мала хуратăп. Хăй вăхăтĕнче мана ял старостине те суйланăччĕ. Çамрăкранах хаçат-журналпа, радиопа тата телевиденипе çыхăну тытатăп. Мускаври хаçат-журналта та пичетленсе курнă. Паллах, çитменлĕхсем пирки уççăн çырма тăрăшатăп. Критика пыл мар çав. Пуçлăхсем çакăншăн «кавир» çине сахал мар тăратнă.
Çутçанталăка юратнăран çулсерен йывăç нумай лартса хăварма тăрăшатăп. Ку енĕпе юлашки 5–6 çулта ял çыннисем, уйрăмах пенсионерсем, хутшăннипе ял вĕçĕнчи çырма пуçне, шыв çулĕсем тапраннă вырăна, çамрăк хунавсем лартса çитĕнтеретпĕр.
1989 çулта Кушлавăшра çĕнĕрен чиркÿ уçас енĕпе нумай вăй хума тиврĕ. Ăна уçнă хыççăн старостăра ĕçлеме тÿр килчĕ. Хăшпĕр пуçлăхсем чиркÿ уçма чарас тесе хытă тапăнчĕç. Мĕн кăна туса пăхмарĕç-ши; Хăйсем патне те чĕнтеретчĕç, яла та килетчĕç. Аптранипе илĕртсе те пăхрĕç – çĕнĕ пÿрт лартса пама пулчĕç. Паллах, манăн чиркÿ ĕçне манмалла. Ĕç ниепле те тухманнипе мана психбольницăна персе чикме хăтланчĕç. Шанчăклă та таса чунлă туссем пулăшнипе кăна хăтăлса юлма май килчĕ.
Ман çул çинче ырă пуçлăхсем те пулнă, йывăр вăхăтра пулăшу алли тăснă. Вĕсем – район прокурорĕ А.Игнатьев, шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ С.Иванов, райĕçтăвком председателĕ А.Кушков, район хаçачĕн редакторĕ М.Васильев, ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов, П.Краснов журналист тата ыттисем.
Çынсемшĕн ырă та пархатарлă ĕçсем тума пултарнăшăн (çĕнĕрен чиркÿ уçни, вăрман çитĕнтерни тата ыт. те) савăнатăп та, хăпартланатăп та. 70–75 çул каялла эпĕ, выçăллă-тутăллă çурма тăлăх ача, паянхи пек тулăх пурнăçа тĕлленме те пултарайман, паллах. Халĕ ĕçлеме кăна ÿркенмелле мар. Кахалланса, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхсе пурăннипе кăна нимĕн те пулмасть. Лаша, ĕне тытакансем – пуян çынсем, тетчĕ анне. Халĕ ĕçлекен çын валли пĕтĕмпех пур.
Ачалăхри пĕр самант паян кун та асран тухмасть. Кÿршĕсем аннепе иксĕмĕре пыл çиме чĕнчĕç. Мана валли кашăк çитмерĕ те пыл тутанса кураймасран хăраса макăрса янăччĕ. Çитĕнсен эпĕ утар та тытрăм, лаша та усрарăм, чаплă сад пахчи те çитĕнтертĕм. Çапла, ĕçсĕр пурнăç илемĕ çук.
Анатолий АЛЕКСЕЕВ – Толя МУЧИ.
Хураçырма ялĕ.