Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăр çинче – аслисем

26 апреля 2017 г.

Кирек мĕнле спорт тĕсĕнче те аслă ÿсĕмрисем çивĕчрех тата хĕрÿрех выляни сисĕнет. Шăматкун ак Вăрнарти пăр катокĕнче иртнĕ хоккей тунирĕ те çакна çирĕплетрĕ. Темиçе сехет кунта тĕлĕнмелле азарт хуçаланчĕ.

Турнир пуçаруçи – «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество. Ун директорĕ Рифкат Киметов палăртнă тăрăх, ăмăртăва йăлана кĕртесшĕн. «Çакă районсене пĕрлештерет çеç мар, спорта, сывă пурнăç йĕркине те аталантарма пулăшать. Çавăн пекех çак вăйăсем аслисен тĕслĕхĕпе ачасене те спорта туртăнма май параççĕ», – терĕ вăл.

«Энергостроймонтаж» парнисемшĕн тăватă команда тупăшрĕ – Элĕк, Канаш, Вăрнар тата Комсомольски районĕсен командисем. Каламалла, вĕсем Вăрнар пăрĕ çинче час-часах тренировкăсем ирттереççĕ, хоккеистсем пĕр-пĕрне аван пĕлеççĕ. Çавна май ку турнирта юлташлăх туйăмĕ те палăрчĕ.

«Энергостроймонтаж» общество директорĕ Рифкат Киметов чылай тĕсре спортсменсене пулăшать. Хоккейра вара хăй те вăрнарсен «Кристал» команди йышĕпе пăр çине тухрĕ. Капитанĕ – Александр Галкин, «Золотая шайба» республика турнирĕн 1972 çулхи чемпионĕ. Ачаран хоккей тусĕ. Вăрнарта Пăр катокĕ уçăличчен Çĕнĕ Шупашкара, Воротынеца, Сеченовăна тренировкăсене çÿренĕ. «Командăпа эрнере икĕ хутчен йĕпреçсемпе пĕрле ăсталăха туптатпăр», – терĕ вăл.

Вăрнарсен командине тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан 40-рен аслăрах арçынсем пĕрлешнĕ: Андрей тата Сергей Саламатовсем, Андрей Иванов, Рифкат Киметов, Александр Галкин, Александр Краснов, Сергей Михайлов, Владимир Степанов, Алексей Куликов, Дмитрий Марков, Дмитрий Люкшенков, Сергей Январев тата Александр Старкев.

Хĕрÿ вăйăсенче чи вăйлисем йĕпреçсем пулчĕç. Вĕсем республикăра та ял дивизионĕнче малтисен йышĕнче пыраççĕ. Вăрнарсен «Кристалĕ» – иккĕмĕш вырăнта, канашсем – виççĕмĕш.

– Вăрнар  районĕнче хоккейпа туслă çамрăксем чылай пулни савăнтарать. Ку тĕспе çывăхланма халĕ пĕтĕм условисем пур. Ÿркенмелле мар кăна. Ачасен командисем ав кĕске вăхăтрах республикăра палăрчĕç. Вĕсене кĕçех сумлăрах лигăсенче те курăпăр, – терĕ Рифкат Киметов.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика