Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн ĕçлесси – пысăк яваплăх

22 апреля 2017 г.

Муниципаллă служащисен хулпуççийĕсем çине паян пысăк яваплăх тиеннĕ. Ытти шайри влаç органĕсемпе танлаштарсан вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çынсемшĕн çывăхрах. Вĕсен тĕп тĕллеве – халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатассине – пурнăçлас тĕлĕшпе чылай çивĕч ыйтăва татса пама тивет.

– Сахал мар социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланă. Администраци ĕçченĕсемпе вырăнти депутатсем муниципалитетсем умĕнче тăракан тĕллевсене татса пама пысăк вăй хываççĕ. Шел те, тепĕр чухне халăх ăнланманни, уççăнах хирĕç тăни сисĕнет. Кунашкаллисем хăйсем пурăнакан вырăншăн нимĕн те тăвасшăн мар, пĕрмай ыйтса кăна лараççĕ. Юрать, паян нумай çĕрте влаçпа алла-аллăн ăнланса ĕçлекен ял-йыш сахал мар. Вĕсенче инфраструктура та аталаннă, çыннисем те туслă, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев виçĕмкун Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ ячĕпе иртнĕ савăнăçлă уявра ĕçтешĕсене, ял тăрăхĕсенче тимлекенсене ниме пăхмасăр пысăк яваплăха таса чунпа пурнăçланишĕн тав туса.

Чăн та, Раççее тытса пырас нумай сийлĕ тытăмра вырăнти хăйтытăмлăх сумлă вырăн йышăнать. Муниципалитетсем тăрăшнипе паян тăлăх ачасем валли çуртсем çĕкленеççĕ, нумай ачаллисене çĕр лаптăкĕсем уйăраççĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ, çулсем хывăнаççĕ, кивĕ çурт-йĕр ыйтăвĕ татăлать. Çак тата ытти вун-вун пĕлтерĕшлĕ ĕç вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçарăвĕсĕр пулмĕччĕ.

– Эсир вырăнта халăхпа таччăн çыхăнса ĕçлетĕр. Вĕсен нушине, ыйтăвĕсене эсир пуринчен лайăхрах пĕлетĕр, пулăшма тăрăшатăр, – терĕ район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов та муниципаллă служащисене тав туса.

Район администрацийĕн, ял поселенийĕсен ĕçченĕсем службăра кăна мар, обществăлла ĕçре те хастар. Официаллă костюмсене вĕсем час-часах спорт тумĕсемпе улăштараççĕ. Алла кĕреçе-шăпăр тытса çÿп-çаппа, çумкурăкпа кĕрешессинчен те хăрамаççĕ. Сцена çинче те маттур. Уява акă район администрацийĕн ĕçченĕсен хорĕ уçрĕ. Фойере ял поселенийĕсен ĕçĕсене  сăнлакан стендсем вырăн тупрĕç, иккĕмĕш хутри холра вĕсен кулинари шедеврĕсем илĕртрĕç.

Чи-чи маттуррисене сцена çинче чысларĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине Шĕнер Ишек тата Уйкас Кипек ял тăрăхĕсен тĕп специалист-эксперчĕсем Валентина Кулаевская тата Надежда Шоркина тивĕçрĕç, Тавне – район администрацийĕн ĕçченĕ Олег Максимов.

Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн Хисеп грамотипе Кĕçĕн Кипек ял депутатне Надежда Михайлована, Упнер ял тăрăхĕн специалист-экспертне Надежда Змеевана наградăларĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотисене илнисем: Татьяна Крымова – район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ, Лариса Трофимова тата Лидия Шарикова – Шĕнер Ишекри, Мăн Явăшри ял тăрăхĕсен специалист-эксперчĕсем, Зинаида Петрова – Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн депутачĕ, Антонина Филимонова – Санарпуç ял старости.

Уява районти вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче унччен ĕçленисем те чылаййăн килнĕ: район пуçлăхĕсем Валерий Наумов, Анатолий Кузьмин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Геннадий Сорокин, Валентина Абакумова, ыттисем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев вĕсене паха опыт хăварнăшăн чĕререн тав туса ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Районти культура çурчĕн артисчĕсем илемлĕ номерсемпе савăнтарнă вăхăтра кулинари конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Ун çĕнтерÿçи Вăрнар хула тăрăхĕ пулса тăчĕ.

Ĕнер Вырăнти хăйтытăмлăх кунне Шупашкарта паллă тунă. Унта вăрнарсем те хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика