Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв япăххине палăртнă

22 апреля 2017 г.

Март уйăхĕнче республикăри санитарипе гигиена центрĕ централизациленĕ водоснабжени çăлкуçĕсене санитарипе хими тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленин кăтартăвĕсене халăха пĕлтернĕ.

Ку енĕпе икĕ уйăхра 87 шыв пробине илнĕ. Гигиена нормативне 18 проба тивĕçтермен.

Микробиологи кăтартăвĕсемпе 104 пробăран 5,8 проценчĕ япăх пулнине палăртнă. Паразитологи (11) тата вирусологи (2) кăтартăвĕсенче çитменлĕх тупман.

Февральте чылай районти артезиан скважинисенче пробăсем нормативсене ларманнине палăртнă. Вăл шутра Вăрнарти Кĕçĕн Çавал шывĕнче те – тимĕр виçерен пысăкрах пулнă.

Водопровод сечĕсене тĕрĕсленин кăтартăвĕсем çапларах: санитарипе хими тĕлĕшĕнчен 260 пробăран 8,8 проценчĕ начар. Микробиологи кăтартăвĕсем 732 пробăран 0,5 проценчĕ кăна хăрушсăр.

Февральте ирттернĕ тĕрĕслевре Вăрнарта водопроводри шыв япăх пулнине çирĕплетнĕ, вăл тутипе норматива тивĕçтермен.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика