Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа тăвасси хамăртан килет

22 апреля 2017 г.

Çăмăл-и паянхи кун арçын пулма; Ку ыйту çине татăклă хурав пама та йывăр. Çакна вара çирĕппĕнех калама пулать: арçынсем хĕрарăмсенчен сахалтарах пурăнаççĕ. Сăлтавĕ вара тĕрлĕрен.

Ялта пурăнакансене илер-ха. Колхозсем пулнă вăхăтра арçынсем чăннипех те кирлĕ çынсемччĕ. Вĕсемсĕр çуркуннепе тырă та акăнмастчĕ, кĕркуннепе уй-хирти пурлăх та кĕлете кĕрейместчĕ. Трактористсем уйрăмах хисепреччĕ. Çавăнпах каччăсенчен чылайăшĕ шкул пĕтерсен çак профессие алла илме тăрăшатчĕ. Машинăпа техника паркĕнче тракторĕ те, автомашини те пурччĕ. Çавăнпа та ялта тĕпленме шутланă çамрăкшăн хăй пурăнакан вырăнта ĕç тупасси йывăрлăх кăларса тăратман. Техника тивĕçмерĕ – тимĕрçĕ лаççинче е ферма таврашĕнче пĕр-пĕр ĕçре хăвна тĕрĕслеме пултарнă: кичемленсе ларма вăхăчĕ те тупăнман.

Анчах колхозсем арканма пуçласан нумайăшĕ ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Пурнăçа вара тытса пымалла-çке, çитменнине укçа-тенкĕсĕр нимĕн те тăваймăн. Ĕç çук... Çак шухăш арçынсен пуçне ыраттарма пуçларĕ. Çемьеллисем уйрăмах канăçсăрлăха кĕрсе ÿкрĕç: ăçтан укçа тупмалла; Çитменнине мăшăрĕ те мăкăртатать: «Арçын мар эсĕ, мĕншĕн тесен хăвăн ачусене выçă лартатăн!» Вăйпиттискер, ним тума аптранипе, алла черкке тытать. Пĕр-пĕр стройкăна кайса кирпĕч купалас е чус-хăма савалас – ку ĕçсем патне алă пымасть. Ара, вăл шкул хыççăн тракториста çеç вĕреннĕ те – ытти специальноçпе ятарлă пĕлÿ илмен. Енчен те унччен фермăра кăна вăй хунă пулсан, ăс-хакăлпа çыхăннă ĕçсене пушшех те пурнăçлаймĕ.

Çапла, колхозсем пĕтсен хăшпĕр арçын профессийĕсем вуçех кирлĕ мара тухрĕç. Пурнăçра çĕнĕлĕх юхăмне кĕрейменнисем, йывăрлăха парăнтарма пултарайманран хаяр шĕвекпе туслашрĕç. Мĕнех калăн, алла черкке тытма çăмăлрах.

Пĕр тĕслĕх илсе кăтартасшăн. Владимир колхозра ĕç шавĕ кĕрленĕ вăхăтра ăста тимĕрçĕччĕ. Алли ылтăнччĕ. Темĕн те тума пултаратчĕ. Мехпарк пушанчĕ те – арçыншăн ĕç юлмарĕ. Мускав тăрăхне ĕçлеме кайкаласа пăхрĕ, анчах киле пушă кĕсьепе таврăнкалани те пулкаларĕ. Кăмăлĕ çемçерех пулнине кура улталатчĕç пулас Владимира. Пурнăçĕ ăнăçманран-ши, ĕçкĕ енне туртăнса кайрĕ. Чир тейĕн, ĕçме тытăнсан – чарăнмасть. Эрнипех урам тăрăх эрех шыраса утать. Ĕçсе ÿсĕрĕлет те, мăшăрĕ те, ачисем те кирлĕ мар арçынна. Кодировка тумасăр та «хаярринчен» уйрăлаймасть. Чунĕ хурланнипе ĕçет-ши вăл – кăна пĕлейместĕн.

Пытармалли çук, унашкаллисем ялсенче пурах. Эрех арçынна йăвашлатать, пурнăç илемне туйтарма пăрахтарать, çав вăхăтрах диван хуралçи пулса тăма май парать. Ĕçке ерни – чăннипех те хăрушă. Арçын ан ĕçтĕр тесен унăн ĕçлемелле. Пĕр-пĕр ĕçре вăй хурсан – вăл ĕçмест. Мĕншĕн тесен яваплăха туять.

Чăн та, хальхи вăхăтра малашлăха пăхма пĕлекенсем çухалса каймаççĕ, пĕр-пĕр çĕнĕ специальноçа алла илеççĕ те ĕçе вырнаçаççĕ. Строитель пулса тăмасан та хăшпĕр организацисене хурала вырнаçма пулать. Е тата теприсем çар чаçĕсене вăхăтпа ĕçлеме çÿреме пуçларĕç. Пуçа усмасан, пуçарулăх кăтартсан ĕçĕ тупăнатех – йăлтах хăвăнтан килет. Кĕтсе ларнипе вара нимĕн те пулмасть.

Паянхи пурнăçра «ырă куккана» шанмалли çук. Çĕр çине пĕрре çеç килетпĕр. Апла пулсан вăхăта кĕленче умĕнче ларнипе мар, ĕçре ирттерер. Йывăр пултăр-и вăл, уншăн вăй нихăçан та пĕтмест, çирĕплĕх кăна туптанать. ,çке кайсан вара çут тĕнчерен уйрăласси те хăвăртах.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика