Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи маттуррисене – медальсем

15 апреля 2017 г.

Пĕлтĕр Раççейре çĕршыв пĕлтерĕшлĕ анлă мероприяти – Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртрĕ. Ун тулли кăтартăвĕсем паллă мар-ха, вĕсене кăçалхи октябрьтен тытăнса 2018 çулхи декабрьччен пичетлесе пыма палăртнă.

Мероприяти ял хуçалăхĕнчи чăн лару-тăрăва кăтартма-хаклама, ун аталанăвĕшĕн çĕнĕ йышăнусем кĕртме май парать. «Анчах та çырава пысăк тăхтав хыççăн кăна ирттерни йывăрлăхсем кăларса тăратать. Çавна май малашне микропереписьсем йĕркелеме палăртнă», – пĕлтерчĕ юнкун Чăвашстат ертÿçин заместителĕ Любовь Петрова.

Района вăл тата Чăвашстатăн ял хуçалăхĕпе тăван çутçанталăк статистикин пайĕн пуçлăхĕ Эмма Егорова ăнсăртран килмен. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа пĕрле çыравра чи хастар, тимлĕ тата тĕплĕ ĕçленисене Патшалăх статистикин федераллă службин Палăрту паллипе – «Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерессипе ĕçленĕшĕн» медальпе чысларĕç.

Вăрнар районĕнчен медале пĕтĕмпе вунпиллĕкĕн тивĕçрĕç. Тĕпрен илсен, «уй-хир шайĕнче» ĕçленисем: переписчиксем, инструкторсем, информаци пухакан администраторсем. «Пысăк йывăрлăхĕ шăпах вĕсем çине тиенчĕ, – терĕ анлă мероприятие хутшăннисене тав туса Любовь Петрова. – Республикăра, çав шутра Вăрнар районĕнче те, вăл çÿллĕ шайра иртрĕ. Çакă мĕнпур шайри влаç органĕсем пĕрлешсе ĕçленипе, çынсем çырава ырласа йышăннипе çыхăннă».

Медале «Çĕнтерÿ çулĕ» район хаçачĕн пай редакторĕ Светлана Чикмякова та çырава хатĕрленсе ирттерессине тĕрĕс те анлă çутатнăшăн, вулакансене ăнлантарнăшăн тивĕçрĕ. Ку темăна вăл хаçатра çеç мар, хаçатăн официаллă сайтĕнче те тăтăш çырса тăчĕ.

Унсăр пуçне пултаруллă ĕçленĕ çаксене медальсемпе наградăларĕç: Леонид Николаева – район администрацийĕн пуçлăхне, унăн пĕрремĕш заместительне Вячеслав Горбунова, Лариса Васильевана (Пăртас), Людмила Евдокимована (Вăрнар), Валентина Егорована (Вăрманкас), Светлана Захарована (Туçи Çармăс), Зинаида Ластухинана (Вăрнар), Юлия Михайлована (Мăн Хирлеп), Валентина Никитинана (Вăрнар), Геннадий Николаева (Вăрнар), Надежда Семенована (Кĕçĕн Кипек), Альбина Федотована (Туçи Çармăс), Эльвира Ягодована (Кульцав), Сергей Яковлева (Вăрнар).

Аса илтерме, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса августăн 15-мĕшĕччен пычĕ. Вăрнар районĕнче ун вăхăтĕнче ултă инструктор, 33 переписчик ĕçленĕ. Çырав вăхăтĕнче 14 ял хуçалăх предприятийĕн, 8 микропредприятин, 84 хресчен-фермер хуçалăхĕн, уйрăм çынсен 15054, уйрăм предпринимательсен ултă, сад-пахча пĕрлешĕвĕсен 15 хуçалăхĕсен объекчĕсене çырса тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика