Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар çамрăкĕсем çартан пăрăнмаççĕ

15 апреля 2017 г.

Çĕршывĕпех çурхи призыв анлă пырать. Çавна май Йĕпреç тата Вăрнар районĕсенчи çар комиссариатĕнче ку тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.

Апрелĕн 3–7-мĕшĕсенче 1990–1999 çулсенче çуралнă каччăсем район тĕп больницинче медосмотр тухрĕç. Çурхи призывпа çар ретне Вăрнар тăрăхĕнчи 55 çын тăрĕ, кĕркунне 49 каччă салтак атти тăхăннăччĕ. Хальхи призывпа Тăван çĕршыва хÿтĕлеме пĕрремĕш партие çак уйăх вĕçĕнче ăсатĕç.

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ Владимир Венедиктов халĕ çар служби илĕртÿллĕ пулнине палăртрĕ. «Çамрăксем çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнманни савăнтарать. Çакă салтакри пурнăç йĕркине улшăнусем кĕртнипе те çыхăннă. Çарти ир яланхиллех зарядкăпа шыв процедуринчен пуçланать, анчах та «подъем» команда халĕ 7-ре мар, сехет каярах янăрать. Территорие тасатас, столовăйĕнче ĕçлес нарядсем çук, кăнтăр апачĕ хыççăн çывăрса канаççĕ, каçхине харпăр хăй валли вăхăт уйăрнă. Салтаксем телефонпа, Интернетпа ирĕклĕн усă кураççĕ. Хальхи салтак службинче çар хатĕрленĕвне тата çĕнĕ йышши çар техникипе ĕçлеме специалистсене хатĕрлессине тĕпе хунă», – пĕлтерчĕ Владимир Валентинович.

Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксен суйлама ирĕк пур: тивĕçе призывпа пĕр çуллăх е контрактпа икĕ çуллăх пурнăçласси. Владимир Венедиктов иккĕмĕш варианта уйрăмах нумаййăн суйланине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн тесен капла çамрăксен ăçта лекессине çар чаçĕ таранах суйлама май пур. Призывпа çарта тăракан 2000 тенкĕ илсе тăрать пулсан, контрактниксем – 18000 тенкĕ.

Çурхи призывăн уйрăмлăхĕ – вăтам профессиллĕ призывникăн контракт службине суйласа илме май пурри. Патшалăх Думинче саккун проектне пĕрремĕш вулавпах йышăннă, улшăнусене çак уйăхран кĕртме палăртнă.

Тепĕр çĕнĕлĕхе те асăнмалла. Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вăтам професси паракан вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕнисене те отсрочка параççĕ.

Унсăр пуçне, Раççей Оборона министерствин çар вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренме Вăрнар районĕнчен 6 çамрăка – 2 хĕрпе 4 каччăна – суйласа илнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика