15 апреля 2017 г.
Вăрнар район прокуратури ачасен сывлăхĕ, ăс-тăнĕ, психики, кăмăл-сипет аталанăвĕ çине витĕм кÿрекен факторсенчен тата вĕсене хăйсем çине алă хума хĕтĕртекен информацисенчен сыхлас законодательство требованийĕсене епле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче «Выбор» ТМЯОн Вăрнарти К.Маркс урамĕнче вырнаçнă «Любава» лавккара асăннă саккуна пăсакан продукцие тупнă. «Тĕрĕслĕх е ĕç» логотиплă «5» чăмлак ăшĕнче темиçе тĕркем çеç мар, ырă мар ĕçсем тума хистекен текст та пуррине палăртнă.
Продукци тĕркемĕн тепĕр енче çула çитменнисене ăнланмалла мар ĕçсем тунине, тĕрлĕ сасăсем кăларнине, харпăр хăй кĕлеткин темиçе пайĕн фотоколлажне ÿкернине Интернета лартма, темиçе сехет чĕрчун чĕлхипе калаçма йыхравласа çырнă.
Çавăн пекех «Выборăн» Чернышевский урамĕнчи «Любава» лавккинче те кунашкал чăмлаксем тупăннă. Ун çине çамрăксене пурнăçри чи чăнкă вечеринка çинчен интернетра каласа пама, хыççăн «Ну, я полетел(а)» тенине, самолет вĕçнĕ пек кăтартнине, çăвара скотчпа хупланă пек калаçнине тата сумкăри чи кулăшла япалана ÿкернĕ видеосене Интернета кăларса хума ыйтнă.
Ку çеç те мар, хăшпĕр чăмлак хучĕсем çинче ăссăрла ыйтусем те пуррине палăртнă: «ачана хăвăрт мĕнле тарăхтармалла;», «ашшĕ-амăшĕнчен мĕнле япалана пытарсан лайăхрах;» тата хăрушă утăм тума хистекен ытти чĕнÿллĕ ыйтусем те.
Район прокуратури çак чăмлаксем ачасене сиен кÿме пултарассине пĕлтерсе «Выбор» ТМЯО директорне çирĕп асăрхаттарнă.
Ильфак МИФТАХУТДИНОВ,
район прокурорĕ юстици аслă советникĕ.