15 апреля 2017 г.
Çĕрпелте виçĕ пысăк урам: Малти, Варринчи, Хыçалти. Хыçалти урам тăршшĕпех анатран тăвалла 4 пĕве хĕвел çинче ялтăртатса выртать. Çыранĕсенче – йăмрасем, шывра – пулă, хур-кăвакал... Уртеми мучисен умĕнче те пысăк пĕве, ун тепĕр енче вара Юлит мучин сачĕ ешернĕ...
Уртеми мучисен йăхĕ (Курпунсем) ĕлĕкренех хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Сăмах май каласан, Хурăнсур Çармăсри тата Çĕрпелти колхоз утарĕсем те вĕсен вĕллисенчен пуçланса кайнă.
Çак илемлĕ вырăнта вырнаçнă çуртра 70 çул каялла апрелĕн 13-мĕшĕнче Елена Артемьевна Горбунова (халĕ Михайлова) çуралнă. Ачаранах çутçанталăка та ĕçе юратса ÿснĕ. Амăшĕ пекех тирпейлĕ, ашшĕ пекех тăнлă пулнă хĕрача. Хыпаланмасăр пур ĕçе те тĕплĕ тума вĕрентсе çитĕнтернĕ ăна Евдокия Васильевнăпа Артемий Яковлевич.
Çĕрпелти вăтам шкул хыççăн Елена Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Мĕншĕн учитель пулма шутлани пирки ыйтсан çапла хуравларĕ: «Мана лайăх учительсем вĕрентнĕ, вĕсем пек пулас килнĕ», – терĕ. Паллах, пĕрремĕш учителĕ Лидия Федоровна Федорова тата химипе биологие вĕрентекен Валентина Матвеевна Горбунова чи чаплă тĕслĕх пулнă уншăн.
Институт пĕтерсен 1970 çулта Малти Ишек шкулĕнче ĕçлеме тытăннă, унтан тăван Çĕрпел шкулне куçнă. Ача нумай пирки шкул икĕ сменăпа ĕçленĕ, пĕр çул Елена Артемьевнăн эрнере 40 урок ытла вĕрентме те тÿр килнĕ. Учительсем çитмен...
1976 çулта вăл Вăрнарти 29-мĕш профтехучилищĕре ĕçлеме пуçланă, унта 35 çул тăрăшнă: ачасене тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссене хатĕрленĕ, уçă уроксем панă, методика пĕрлешÿне ертсе пынă... 1986 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» Хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 1988 çулта вара Пĕтĕм Союзри халăха вĕрентекенсен съездне хутшăннă.
Тĕрлĕ Хисеп хучĕсем те нумай Елена Артемьевнăн, чи паллисем: республикăри профессиллĕ пĕлÿ паракан учрежденисен управленийĕнчен (1982), Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствинчен (2002), Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ министерствинчен (2004).
Çемьере те телейлĕ Елена Артемьевна. Мăшăрĕпе Петр Константинович хирург-реаниматологпа 42-мĕш çул шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ, 2 хĕр ÿстерсе ура çине тăратнă, хальлĕхе 3 мăнукпа савăнаççĕ. Хĕрĕсем иккĕшĕ те тухтăр. Асли, Ирина, Шупашкарта кардиолог пулса ĕçлет, Наталья вара Мускавра, вăл – андролог-уролог.
Зоя ФЕДОРОВА (НИКИФОРОВА).