12 апреля 2017 г.
Христиан тĕнĕнче кĕвĕçÿ вилĕмле çичĕ çылăхран пĕри тесе шутлаççĕ. Пирĕн йăхташăмăрсем ку туйăм тÿрремĕн вилĕм патне, кайран чун вилни патне илсе çитерĕ тесе шутланă.
Шел те, пирĕн хушăра ыттисен ăнăçăвне хура туйăмпа ăмсанакансем сахал мар. Тĕрĕссипе, чи лайăххи пулассишĕн ăмăртнинче япăххи нимĕн те çук пек туйăнать. Анчах та теприсем темшĕн лайăххи яланах урăх çынсен аллинче тесе шутлаççĕ. Çавна май ăнăçуллисене такăнтарма, вĕсен ятне варалама тăрăшаççĕ.
Пĕр çемье çинчен статья çырнăччĕ. Кун валли сăлтавĕ те пур – ĕçлеççĕ, тăрăшаççĕ, ачисем мухтанмалла-мăнаçланмалла маттур. Чылай вăхăт иртсен кил хуçи хĕрарăмĕпе тĕл пулса калаçрăмăр та, иккен, хаçатри статья ăна тарăн шухăшламалли тупса панă. «Кам чăн-чăн юлташ, кам юлташ пек курăнма кăна тăрăшнине ăнланса илтĕм. Пирĕншĕн чунтан савăнакансем саламларĕç, теприсем вара ку темăна май килнĕ таран сирме тăрăшрĕç, хыççăн урăхларах, хăйсене мăннăнрах тытса калаçма тытăнчĕç, уççăнах тарăхни сисĕнчĕ», – терĕ вăл.
Çаплах ĕнтĕ, кĕвĕçекен хура чунлă çыннăн саламлас, юлташĕн-пĕлĕшĕн ăнăçăвĕшĕн савăнас туйăм пачах та çук. Çакнашкаллисем пирĕн хушăра пайтах. Ак, пĕр пĕлĕшĕм нумаях пулмасть сумлă ят илчĕ. Унăн «юлташне» çакна савăнса пĕлтернĕччĕ. Вăл вара хĕпĕртеме-и, хĕремесленсе-тарăхса кайрĕ, тутисем пăрăнчĕç. Çук вĕт, «вăт, маттур ман юлташ» теес вырăнне ăна хăртма, темтепĕр каласа ятлаçма, унăн та чылай ятсем пулни çинчен кăшкăрашма тытăнчĕ. Кĕвĕçÿ мар-и çакă? Кунашкаллисем те пайтах – юлташĕсен, ĕçтешĕсен çитĕнĕвсемшĕн тарăхакансем. Тĕрĕссипе, хăйсем те ăнăçуллисем пек пулма талпăнаççĕ-ха вĕсем, анчах та пулса пĕтейменнипе вĕсене кăшласа çисе яма хатĕр.
Çакнашкал тĕслĕхрен те тĕлĕннĕччĕ. Пĕр автор пирĕн пата хăйĕн хайлавĕсене сахал мар илсе килчĕ, нумайăшне çийĕнчех пичетлерĕмĕр, хыççăн ытти чылай-чылай автора çул патăмăр. Темшĕн килĕшмерĕ çакă хаçат тусне. Тем вăхăтран редакцие çыру хыççăн çыру килме тытăнчĕ. Вăл хăй кăна «Пушкин» иккен, ыттисен сăвви-калавĕсем ниме тăмаççĕ. Пултаруллă, Писательсен союзĕн членĕсен ĕçĕсене те «юрăхсăр» тесе таптанă. Çыравĕсем ылханпа, хăратупа тулнă.
Туллиех пирĕн хушăра чĕрисене кĕвĕç туйăмĕ кăшлаканнисем – тепри хаклăрах, лайăхрах тумланнăшăн, ĕçре маттуртарах, хитре кĕлеткеллĕ пулнăшăн, хаклăрах машинăпа чупнăшăн... Ку списока вĕçĕмсĕр тăсма пулать.
Тепĕр чухне чăвашсен çак туйăм темшĕн ĕмĕрсем иртсен те сирĕлменни шухăшлаттарать. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче ав хăйсем нимĕн те ĕçлемен çынсем çирĕп хуçалăхпа пурăнакан, чăн-чăн ĕçлекен çынсене кулак тесе тапăннă, вĕсен пурлăхне туртса илнĕ-çаратнă çеç мар, кил хуçисене ссылкăсене асапланма ярассине тÿпе хывнă. Халĕ те ялсенче хăшпĕрисем ыттисем лайăх пурăннине юратмаççĕ, юрать, ĕлĕкхи варварла хăтланусем йăлара юлман. Унсăрăн-и?...
Кĕвĕçекене кĕве çиет. Кĕвĕçĕн кĕçĕ тухать. Кĕвĕçÿ кун-çула кĕскетет... Ваттисен çак тата ытти тĕрĕс сăмахĕсене пуçа илесчĕ. Ыттисен, вăл палламан çын пулсан, вĕсен çитĕнĕвĕ-ăнăçăвĕсемпе савăнасчĕ. Ура хума, ята варалама тăрăшни каялла та таврăнма пултарать-çке...
Светлана ЧИКМЯКОВА.