Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлевсĕр пичетлесе парать

08 апреля 2017 г.

Вăрнар районĕ кăçал та Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнать. Çавна май Антон Сергеев уйрăм предприниматель кăçал та ырă ĕç тума хирĕçлемен. «ZOOM» фотоцентр акцие хутшăнас текенсене вăрçă паттăрĕсен А-4 форматлă сăнÿкерчĕкĕсене тÿлевсĕрех пичетлесе парать.

Енчен те сăнÿкерчĕксем çав тери япăх пулсан реставраци те тăвать, анчах ку тивĕçтерÿ тÿлевлĕ.

«ZOOM» фотоцентра (К.Маркс ур., 49-мĕш çурт, Ленин ур., 52-мĕш çурт, тел.: 89278530707, 89279910707) сăнÿкерчĕксене апрелĕн 29-мĕшĕччен тăратмалла.

Çавăн пекех «ZOOM» фотоцентр Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне баннерсем, транспарантсем, плакатсем, стендсем, автомашинăсем валли наклейкăсем, открыткăсем, значоксем, футболкăсем, декоративлă тĕрлĕ элементсем тата ытти сувенир продукцийĕсем хатĕрлесе парать. Кунтах уяв сĕмĕллĕ шарсем, пилоткăсем, ытти тавар пур.

«ZOOM» фотоцентр тепĕр тивĕçтерÿ те сĕнет – палăксем валли вăрçăра вилнисен списокĕсене, реставраци валли материалсем хатĕрлесе парать. Хăшпĕр ял поселенийĕсем çак мелпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене халалланă палăксене çĕнетнĕ ĕнтĕ.

«Вилĕмсĕр полкăн» колонни кăçал та Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă митинг вăхăтĕнче утса иртĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика