08 апреля 2017 г.
Патшалăх Канашĕн иртнĕ черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕн кун йĕркинче 14 ыйту пулнă. Тĕп ыйту — республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен тунă отчет.
Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ĕçне туллин те пур енлĕн тишкернĕ.
Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, Анăçри çĕршывсем санкцисем йышăнса Раççей умне хăйсен условийĕсене лартасшăн. Апла пулин те «питĕ кăткăс условисенче ЧР Министрсен Кабинечĕ регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн мерисене туллин пурнăçлассине тивĕçтернĕ, умри тĕллевсене чыслăн пурнăçланă». Çакна нумай тĕслĕхпе, цифрăсемпе çирĕплетнĕ.
Чăваш енре виçĕ çултан аслăрах мĕнпур ачана садиксенчи вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Паян пĕчĕккисен 78: садиксене çÿрет. 2015 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр бюджет организацийĕсенче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 3,6% ÿснĕ, 2011 çулхипе танлаштарсан вара – 1,9 хут.
Промышленноç ÿсĕмĕ курăмлă – 107,6%. Промпроизводство ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш ен федерацин Атăлçи округĕнче мала тухнă. Республикăри предприятисем тиесе ăсатнă таварсен калăпăшĕ 12% ытла пысăкланнă. Çакă, экономикăна диверсификацилени, предпринимательлĕхе хавхалантарни граждансен умĕнчи социаллă обязательствăсене пурнăçлассине те тĕревлет. «2016 çулта унчченхи çулсенчи ырă мĕн пур туртăма упраса хăварма пултартăмăр, – терĕ регион ертÿçи. – Çав шутра – халăх йышĕ ÿсни. Çак ÿсĕм кашни 1 пин çын пуçне 0,2-пе танлашрĕ. Çынсен пурнăçĕн тăршшĕ те вăрăмланнă – 72 çул. 2010 çулхипе танлаштарсан 3,5 çул хушăннă». Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесем йышланнă, 2012 çулхипе танлаштарсан ку кăтарту чĕрĕк чухлĕ хушăннă – 2017 çул пуçламăшĕ тĕлне 11,5 пине çитнĕ.
Пĕлтĕр республикăн пĕрлештернĕ бюджетне тупăш тĕлĕшпе 48,8 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă – виçĕмçулхинчен 10% нумайрах. Çакă пушшех кăмăллă, бюджетăн тĕп пайĕ (33,1 миллиард тенкĕ) – хамăрăн тупăшсем. Ку виçе 2015 çулхинчен 13,4% чухлех ÿснĕ. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне республикăн патшалăх парăмĕ 14 миллиард тенкĕ пулнă. Çак парăмăн регионта пурăнакан кашни çын пуçне тивекен тÿпипе те Чăваш ен округри «чи пĕчĕк парăмлă» виçĕ субъект шутĕнче. Инфляцие илес тĕк – вăл пĕлтĕр Чăваш енре 4,1% пулнă – Раççейри пĕтĕмĕшле виçерен кăшт пĕчĕкрех.
Вăтам ĕç укçи республикăра 22,7 пин тенкĕрен иртнĕ – виçĕм çулхинчен 6,9% пысăкрах. Михаил Васильевич шучĕпе, çак виçепе те çырлахма юрамасть, анчах вăтам шалăва пысăклатмашкăн ĕç тухăçлăхне ÿстермелле. Кăçал вăтам ĕç укçине 24,3 пин тенкĕрен ирттерме тĕллев лартнă.
Ăнăçусем пирки каланипе пĕрлех Михаил Игнатьев пăшăрхантаракан самантсене те пытармарĕ. Сăмахран, инвестицисем енĕпе пуçарулăх чакни сисĕнет. Апла пулин те пысăк технологиллĕ 2,7 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленипе мăнаçланма пулать. Ку енĕпе кăçал та кăтартусем аван пулмалла, «Химпром», «Акконд», «Хĕвел», «Букет Чувашии» компанисем çĕнĕ производствăсем уçаççĕ е ĕçе анлăлатаççĕ, çавăн пекех индустри паркĕнче резидентсем хăйсен ĕçне пуçараççĕ – çакă усă кÿмеллех.
Ял хуçалăхĕ çулталăка ăнăçлă вĕçленине палăртнă май Михаил Васильевич аграрисем пĕлтĕр çĕрулми туса илессине 15% чакарни çинчен каларĕ, çав вăхăтрах техника культурисен лаптăкĕсене чылай анлăлатнă. Тупăшлă ĕçленĕ май АПКри ĕç укçи самай пысăкланнă. Патшалăх ял хуçалăхне малашне те пулăшĕ – кăçал Чăваш енри АПК валли 2,3 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.
Коррупци ыйтăвĕнчен те пăрăнса иртмерĕ: «Коррупци тĕслĕхĕсемпе пĕр шелсĕр кĕрешетпĕр». Ĕç тăвакан влаç органĕсем пĕлтĕр шалти аудит мелĕпе 167 тĕрĕслев мероприятийĕ ирттернĕ – финанс йĕркине пăснин 207 миллион тенкĕлĕх тĕслĕхĕсене тăрă шыв çине кăларнă. 72 миллиона яхăн тенкĕлĕх сиене саплаштарса укçана бюджета тавăрнă.
Пăшăрхантаракан отрасль – çурт-йĕр строительстви. Пĕлтĕр çурт-йĕр тăвасси самай чакнă. Кăçал 630 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртнă. Граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли программа валли пĕтĕмпе 5 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. «Истори шайĕнчи тĕллеве тинех пурнăçлатпăр. Совет самани вăхăтĕнчех çынсене хваттерсемпе тивĕçтерме шантарнă – пурнăçлайман. Кăçал асăннă программăна вĕçлетпĕр», – терĕ ЧР Пуçлăхĕ.
Хăйĕн докладне вăл Петр Столыпин реформатор сăмахĕсемпе вĕçлерĕ: «Ăнăçлă ĕçлемешкĕн пĕрле ĕçлемелли никĕсе, пуриншĕн те ăнланмалли чĕлхене тупмалла. Курайманлăхпа усаллăх чĕлхи çавнашкал чĕлхе пулма пултараймасть...» Пирĕн регионти тăнăçлăха упрамалла, ансат мар, анчах тĕп–тĕрĕс йышăнусем тумалла».
Йĕрки çапла – партисен парламентри кашни фракцийĕ виçшер ыйту парать. «Единая Россия» представителĕсене кăрлачăн 1-мĕ-шĕнчен республикăра виççĕмĕш ачашăн укçа пама пăрахни кăсăклантарчĕ – ку ыйту малашлăхĕ мĕнлерех-ши? Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, ЧР Правительстви çак ыйтăва Мускав шайĕнче пĕрре кăна мар çĕкленĕ, анчах хальлĕхе ăна татса паман-ха. Тăкаксене республикăна хăйĕн çине илме сĕнеççĕ. Çапла тăвас-тăк кăçал 150 миллион тенкĕ кирлĕ. Ку виçене саплаштарма вăй çитĕ-ха, анчах çулсем иртнĕ май хайхи «виççĕмĕш ачасен» шучĕ те ÿссех пырĕ – тепĕр икĕ-виçĕ çултан 600–700 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Чăваш ен бюджечĕ çак тăкаксене саплаштарма вăй çитереймĕ. «Хамăра шансан – çак тивĕçе илме пултаратпăр. Анчах пурнăçлаймарăмăр-тăк – çынсене улталăпăр кăна», – уççăн каларĕ Михаил Васильевич. Паллах, 8 пин тенкĕ – нумай ачаллă çемьесемшĕн пĕчĕк мар укçа. Кÿренмелле ĕнтĕ, чылай регионта нумай ачаллă çемьесем çак укçана илеççĕ, анчах Чăваш енре демографи лару-тăрăвĕ лайăххине кура республика укçа илекен регионсен шутĕнчен тухса ÿкнĕ...
РЛДП представителĕ право хуралĕн органĕсем нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ митинга хутшăннисене явап тыттарнипе кăмăлсăррине палăртрĕ те – республика Пуçлăхĕ кун пирки татăклăн каларĕ: «Эпĕ митингсене сивлеместĕп, анчах пĕтĕмпех саккунлă пулмалла. Паян çынсене, çул çитменнисене пăтратса яма пулать – право хуралĕн органĕсем çакна пĕтĕмпех хаклаççĕ. Паян хăш-пĕр политик лару-тăрăва çивĕчлетесшĕн. Мĕншĕн тесен вĕсене хăй тĕллĕн пурăнакан тата вăйлă Раççей кирлĕ мар. Çавăнпа та пирĕн тăнăçлăха тивĕçтермеллех. Хăшĕсем саккунсене пĕлменни вĕсене яваплăхран хăтармасть».
Коммунистсене республикăра заводсем сахал уçăлни, ĕç укçи хăвăрт ÿсменни килĕшмест. Михаил Васильевич кунашкал ÿпкеве йышăнмарĕ: «Паллах, нефть кăларакан Тутарстанпа танлашма йывăр, анчах Мари Элпа, Пенза облаçĕпе, çавнашкал ытти субъектпа танлаштарсан эпир япăх мар шайра. Çĕнĕ Шупашкарта кăна пĕлтĕр çĕнĕ 7 завод уçăлнă».
Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕ унти чиркĕве хăй вăхăтĕнче панă спонсор пулăшăвне каялла ыйтнине вара (кун пирки «СР» фракци депутачĕ ыйтрĕ) Михаил Васильевич ним çукран çуратнă ыйту тесе хаклать, «Çав укçан пĕр пайне эпĕ хамăн ĕç укçинчен те саплаштарма хатĕр. Кун пирки хамăн министрсене те каларăм».
Фракцисен представителĕсем тухса калаçнă хыççăн калаçăва Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ. Правительствăна Чăваш енĕн инвестици илĕртÿлĕхĕ чакнăшăн ÿпкеленĕ депутата вăл тÿрремĕнех каларĕ: «Депутат пулнă май пĕтĕмĕшле ĕç-пуçшăн эсир те тÿрремĕнех яваплă». Ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшнăшăн кăмăлсăр депутатăн та пит хĕретме тиврĕ. «Эсир хăвăр ял хуçалăхне кайса ĕçлесе пăхăр – патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерĕпĕр, – терĕ ăна Михаил Васильевич. – Кашни ĕнерен суса илекен сĕт виçи 5135 килограма çитнĕ – Чăваш ен историйĕнче кунашкал кăтарту халиччен пулман!» «Чăвашавтотранспа» çыхăннă ĕç-пуç пирки те уççăн каларĕ: «Унăн парăмĕ – 61 миллион тенкĕ. Коммерци организацийĕн парăмĕсене бюджет шучĕпе саплаштарасси пирки эпĕ нихăçан та каламан. Мĕн, вĕрентекенсене шалусăр хăварар-и?» Апла пулин те сăмахне çураçуллă вĕçлерĕ: «Тавлашусем пулĕç, анчах пирĕн республика аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшмалла».