08 апреля 2017 г.
Санкт-Петербургри метрополитенра пулса иртнĕ теракт каллех пĕтĕм тĕнчене кисретрĕ. Хăрушă инкекре 14 çын пурнăçĕ татăлнă, 50-а яхăн çын тĕрлĕ сурансем илнĕ.
Çавна май çĕршывра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçе вăйлатнă. Хамăр районта та çийĕнчех террора хирĕçле ĕçлекен комиссин черетсĕр ларăвне пуçтарнă. Ăна ĕçлĕ ушкăн председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пынă.
Полици ĕçченĕсем район территорийĕнче террорла актсем пулассине асăрхаттарса унччен те тимлĕ ĕçленĕ. Халĕ вара нумай хваттерлĕ çуртсенче, социаллă объектсенче, вокзалсенче çирĕп тĕрĕслевсем пыраççĕ. Ларура тухса каланă май, полицин районсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ Андрей Губанов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ют çĕртен килекен граждансем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулма, вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланма ыйтнă.
Ларура çавăн пекех вĕренÿ организацийĕсенче, нумай хваттерлĕ çуртсенче диверсилле ĕçсем пулассинчен асăрхаттарасси пирки каланă.
Терроризм – паянхи тĕнчен чи пысăк инкекĕсенчен пĕри. Юлашки çулсенче террорла акчĕсене пула айăпсăр миçе çĕр çын пурнăçĕ татăлчĕ. Пĕр вăхăтрах çĕршер, икçĕршер çын вилни епле хăрушă вĕт. Чи пысăк инкексенчен пĕри – Бесланти террорла акт, унта 331 çын вилнĕ, вăл шутран 186-шĕ – ачасем, 700-ĕн ытла аманнă.
Пирĕн çĕршыв тĕлĕшпе террорла ĕçсем тăвас хăрушлăх пысăк, çавна май çынсем чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан харпăр хăйне, çывăх çыннисене сыхланма вĕрентме тивĕç.
Пĕлтĕр ав йĕрке харалçисем Чулхулара терактсем тăвассине путлантарма пултарнă. Юрать, полицейскисем пĕр çурт умне чарăннă иккĕленÿллĕ иномаркăна асăрхаса мерăсем йышăннă.
Паян тĕнчере халăхсене тĕп тăвас, хирĕçтăрусем çуратас шухăшлă ушкăнсем вăйлă ĕçлеççĕ. Çавăнпа та асăрханулăх пирки манас марччĕ. Ялта, нумай хваттерлĕ çуртра палламан çын çÿрени, çурт умне килсе ларнă е хăварнă пĕлмен машина пирки участковăя пĕлтерсен аван. Иккĕленÿллĕ япаласене тĕкĕнме юрамасть. Пур çĕрте те асăрхануллă пулмалла.
Паян пирĕн çĕршывра терроризма хирĕç акци иртет. Ăна Санкт-Петербургри метрора пулнă взрывра вилнисене асăнса йĕркелеççĕ. «Терроризма хирĕç – пурте пĕрле» акцие Чăваш енре пурăнакансем те хутшăнма пултараççĕ. Унăн тĕллевĕ – влаç органĕсемпе общество терроризмпа кĕрешессине вăйлатасси, çамрăксене ытти наци тата тĕн конфессийĕсен представителĕсене хисеплемеллине аса илтересси. Мероприятие республикăри «Хастар çамрăксен союзĕ» общество организацийĕ йĕркелет.
Светлана ЧИКМЯКОВА.