08 апреля 2017 г.
Юлашки вăхăтра час-часах кил-çурт çывăхĕнче, урамсенче, çырма тата çул хĕррисемпе, вăрман тăрăхĕсенче çÿп-çап куписене куратпăр.
Çакă тăван çутçанталăка сиен кÿнине пурте пĕлетпĕр, çапла майпа çĕре, шыва, сывлăша варалатпăр, хамăра-хамăр сиен кÿретпĕр.
Хуласенче ку енĕпе ĕçлеççĕ, анчах та ялсенче çÿп-çапа пуçтармалли вырăнсем çук. «Çÿп-çапа кăмакара çунтарма пулать», – теççĕ хăшĕсем. Анчах çунман тата çунтарма юраман япаласем нумай. Халĕ тĕрлĕ пылак шывсене, сăрапа эрехе кантăк кĕленчепе сутаççĕ. Ăçта чикмелле-ши пушă кĕленчесене? Мĕншĕн пуçтармаççĕ вĕсене? Ĕлĕкрех лавккасенче пĕр кĕленче эрех илес пулсан малтан пуш кĕленче памалла пулнă. Вăл вăхăтра пуш кĕленчесем унта-кунта йăванса выртман. Ман шухăшпа «Вторсырье» кантурне тепĕр хут уçмасан, эпир нихăçан та çÿп-çапран хăтăлаймастпăр. Хăйăра заводра шăратса кантăк кĕленче туни, пуш кĕленчесене пуçтара тепĕр хут усă курнинчен йÿнĕрех пулать тенине манăн ĕненес килмест.
Кивĕ хута пуçтарма пăрахрăмăр. Сăмахран, пĕр тонна хут тума завода 250 тонна шыв кирлĕ, çавăн пекех йывăç та пулмалла, электроэнерги те çунать тата ытти те.
Апат-çимĕçе пластикран тунă материалсемпе чĕркесе сутаççĕ, вĕсене çунтарни хамăр сывлăхшăн сиенлĕ.
Темиçе пин çул каялла çынсем пирĕнтен тавçăруллăрах пулнă, вĕсем çутçанталăка ытлашшех вараламан. Çÿп-çап айне пулас марччĕ. Çутçанталăка сыхласси – кашни çыннăн тивĕçĕ.
Алексей ЕЖОВ.
Шĕнер Ишек.