01 апреля 2017 г.
Çурхи çанталăк илемне нумай чухне юр айĕнчен тухакан çÿп-çап, тĕрлĕ ăпăр-тапăр пăсать. Çак йĕркесĕрлĕхе пĕтерес тĕллевпе районта апрелĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса май уйăхĕн 3-мĕшĕччен санитарипе экологи уйăхлăхĕ иртет.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ Вăрнар хула тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене çак тапхăрта пурнăçламалли ĕçсене палăртма йышăнусем тума хушнă. Тавралăха тирпейлĕх, хăтлăх кĕртес, симĕслентерес ĕçре кашни çыннăн хастар пулмалла, урамсене, çырмасене тасатнă, йывăç-тĕмсем лартнă çĕре хутшăнмалла. Предприяти-организацисен хăйсем çумне çирĕплетнĕ территори çинчен манмалла мар. Кашни эрнерех «таса кĕçнерникун» акци ирттерессине йăларан кăларас çук. Çакă хамăр пурăнакан-ĕçлекен вырăнта йĕркелĕхе тытса тăма пулăшĕ. Управляющи компанин субботниксем вăхăтĕнче пухăнакан çÿп-çапа вăхăтра илсе тухассине йĕркелемелле.
С.ЧИКМЯКОВА.