01 апреля 2017 г.
Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин юнкун иртнĕ ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăшт маларах федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канашăн Оренбургра йĕркеленĕ ларăвĕнче çĕкленĕ ыйтусенчен пуçларĕ. Унта хăй хутшăннă та – сăмах мĕн çинчен пынине лайăх пĕлет.
Криминаллă тата вăрттăн экономика ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Бизнес представителĕсем пытарман-мĕн, вĕсен те тĕрлĕ ыйтăва татса памашкăн чиновниксене взятка пама тивет. Хăшĕсем вара налук тÿлес мар тесе вăрттăн ĕçлеме пуçлаççĕ. Ларура патшалăха кÿнĕ сиене шыраса илесси пирки те сăмах пуçарнă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх – ку енĕпе Чăваш ен кăтартăвĕсем аван. Бюджета кÿнĕ сиене саплаштарассин кăтартăвĕ пушшех пысăк.
Республикăри право хуралĕн органĕсем коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртас, вĕсенчен сыхланас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен ЧР Ш,Мĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр Чăваш енре «коррупци» тесе хаклакан 240 преступление тупса палăртнă. Çав шутра 154-шĕ – «йывăррисен» ретĕнчен. 58 преступлени – взяткăпа çыхăннă тĕслĕхсем. Çав шутран пĕринче взятка калăпăшĕ – «уйрăмах пысăк виçелли».
Иртнĕ çул республикăра взяткăсен вăтам виçи 7930 тенкĕпе танлашнă, кăçал çак виçе нумай-нумай хут пысăкланнă – 115000 тенкĕ! Чăн та, çулталăк пуçланнăранпа взяткăпа çыхăннă 4 тĕслĕхе кăна тăрă шыв çине кăларнă-ха, анчах вĕсенчен пĕринче сăмах уйрăмах пысăк виçе пирки пырать те – çакă хайхи «вăтам виçене» ÿстерсе янă. Кăçал коррупципе çыхăннă 47 преступление шута илнĕ.
Следстви комитечĕн Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов хăй ертсе пыракан ведомство следователĕсем тĕпченĕ, чылай калаçтарнă тĕслĕхсене асăнчĕ. Ял тăрăхĕсен пилĕк пуçлăхне айăпланă – вĕсем çĕр лаптăкĕсемпе, вĕсем çинче вырнаçнă объектсемпе ултавлă ĕçсем тунă.
Вице-премьер – ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев влаç тытăмĕсенче, муниципалитетсенче коррупцирен сыхланас енĕпе пурнăçлакан ĕçе пĕтĕмлетрĕ. ,нерхи чиновниксене влаç органĕсенчен кайнă хыççăн та икĕ çул куçран вĕçертмеççĕ. Тĕрĕслев интереслĕ саманта уçăмлатнă, патшалăх служащийĕсен 25: влаç коридорĕсенчен пăрахса кайнă хыççăн маларах хăйсем сăнаса-тĕрĕслесе тăнă учреждени-организацие ĕçе вырнаçать иккен. Çакă ăнсăртлăх мар вĕт.
Юрий Егорович темиçе районта интерессен хирĕçтăрăвĕнчен сыхланман тĕслĕхсем пулнине асăнчĕ. Е тата – муниципалитет служащийĕ хушма ĕçре вăй хуни.
Саккуна уяманни чылай чухне чиновниксем унăн требованийĕсене пĕлменнинчен килет.