01 апреля 2017 г.
Вăрнарти историпе таврапĕлÿ музейĕнче стрелоксен 139-мĕш дивизине халалланă «Атăлтан Эльба таран» курав уçăлнă
Чăваш наци музейĕнчен илсе килнĕ экспозици 1941 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта йĕркеленнĕ дивизи кун-çулĕпе, вăл утса тухнă çулсемпе паллаштарать. Стрелоксен 718-мĕш полкне – Кÿкеçре, 364-мĕшне – Ишлейре, 609-мĕшне – Шăмăш ялĕнче, артиллеристсен 354-мĕш полкне Иккассинче пухса йĕркеленĕ. Дивизире чăвашсем йышлă (70 процента яхăн) пулнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче дивизи чаçĕсем тăшман çарĕсене вăйлă аркатнă, 4500 яхăн салтакпа офицера, çав шутра икĕ генерала, тыткăна илнĕ, 105 танка, 69 бронемашинăпа бронетранспортера, 265 пулемета, 475 автомашинăпа ятарлă техникăна, 35 мотоцикла тĕп тунă, 64 хĕç-пăшал тата апат-çимĕç складне сирпĕтнĕ.
Сăмах май, М.Матусовский сăввипе çырнă «На безымянной высоте» юрра шăпах стрелоксен 139-мĕш дивизине, вĕсен Рубежное ялĕ çывăхĕнчи паттăр ĕçĕсене, халалланă.
«Атăлтан Эльба таран» курава çавăн пекех Вăрнарти халăх музейĕнче упранакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи япаласемпе документсем пуянлатаççĕ.