Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çуралнă куна икĕ хутчен уявлатăп»

01 апреля 2017 г.

– Çитмĕле çывхартăм пулин те пĕрре те нумай пурăннă пек туйăнмасть. Сăн-пите пĕркеленчĕксем тухсан та чун тени чăннипех те ватăлмасть иккен. Шел, çулсем хăйĕн ĕçнех тăваççĕ, халĕ çамрăк чухнехи пек çăмăллăн утса çÿрейместĕп. Çавах та вăл е ку ĕçе пурнăçлама вăй-халăм пуррине лайăхах туятăп, – çапла пуçларĕ калаçăва Санарпуçĕнчи Антонина Филимонова.

Вăл Çĕньял Хапăсра çуралнă. Сакăр ачаллă çемьере çитĕннĕ. Антонина – вăтамми. Санарпуç шкулĕнче вĕреннĕ.

– Эпĕ çулталăкра çуралнă куна икĕ хутчен паллă тăватăп: пĕрре декабрĕн 17-мĕшĕнче, тепре январĕн 1-мĕшĕнче, – терĕ  Антонина Яковлевна.

– Пулма пултараймасть, – тĕлĕннине пытармарăм эпĕ.

– Вăрттăнлăха уçса парам-ха, эппин, – калçăва тăсрĕ А.Филимонова. – Эпĕ çуралсан аттепе анне ят çыртарма тÿрех ял Советне кайман, ĕлкĕрĕпĕр-ха тенĕ. Вăхăчĕ вара малаллах шунă. Кайрантарахпа кăна ман пирки аса илнĕ. Ял Советне кайнă вĕсем. 1948 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче çуралнă тесе çырса хунă свидетельство çине. Чăннипе эпĕ 1947 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Атте-анне е ял Советĕнче ĕçлекен йăнăшнă-ши çав вăхăтра – тĕрĕсне калама пултараймастăп. Çапла халĕ икĕ кун савăнатăп. Уншăн пачах та кулянмастăп.

Антонина Яковлевна Санарпуç шкулĕнче сакăр класс пĕтерсен Сĕнтĕрвăрринчи строительсен техникумне вĕренме кĕнĕ. Анчах кунта пĕлĕве нумай вăхăт туптама май килмен, вĕренÿрен уйрăлса Казахстана тухса кайнă.

«Ĕç-пуç шутламан çĕртен пулса тухрĕ. Пĕр кунхине ман пата хĕр-юлташсем пычĕç. Хăйсемпе пĕрле Казахстана пыма сĕнчĕç. Малтанах хирĕçлерĕм. Анчах та вĕсем ÿкĕте кĕртрĕçех. Килтисенчен ирĕк илмесĕрех виççĕн çула тухрăмăр. Канашра поезд çине лартăмăр та Караганда хулине çитсен çеç антăмăр. Унта 35-мĕш номерлĕ училищĕне шыраса тупрăмăр та вĕренме кĕмешкĕн документсем патăмăр. Пире çав кунхинех общежитине вырнаçтарчĕç. Эпĕ штукатур-маляра вĕрентĕм. Çулла та, хĕллехи каникулта та тăван яла килеттĕм. Училищĕне хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Пĕр строительство организацийĕнче ик-виç уйăх ĕçлесен çуралса ÿснĕ кĕтесе таврăнтăм. Колхоза ĕçе вырнаçрăм», – аса илÿ çăмхине сÿтрĕ Антонина Филимонова.

Çамрăксен пухăвĕнче ĕçчен те пултаруллă хĕре хуçалăхри комсомол организацин секретарьне суйланă. Яшсемпе-хĕрсемпе ĕçлесси тĕп вырăна тухса тăнă Антонинăшăн. Çавăнпа та вăл вĕсенчен кăнтăрла çеç мар, каç та уйрăлман, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттернĕ.

– 1969 çулта Санарпуçĕнчи Владимир Филимонова качча тухрăм. Вăл ялти клубра каçсерен кино кăтартатчĕ. Мана чылай чух тÿлевсĕрех кĕртетчĕ. Кино вĕçленсен ман пата пыратчĕ. Кил тĕлне çитичченех уйрăлмастчĕ. Иксĕмĕр темĕн çинчен те калаçаттăмăр. Çулсем уйрăлмарĕç пирĕн. 21 çулта хĕр пурнăçĕпе сывпуллашма тиврĕ манăн. Пĕр-пĕрне юратнипе çемье çавăртăмăр. Унăн ашшĕ вăрçăра тăшмансене хирĕç çапăçса пуçне хунăччĕ, амăшĕпе кăна пурăнатчĕ, – калаçăва тăсрĕ Антонина Яковлевна.

Юратсан çын телейлĕ. Мăшăрсем йывăрлăхсене сирсе, çĕнтерсе пынă. Пĕр-пĕрне ялан хисепленĕ вĕсем. Иккĕшĕ те хуçалăхра ĕçленĕ. Мăшăрĕ Владимир техникăран уйрăлман: тракторпа тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, вырма вăхăчĕ çитсен комбайн штурвалĕ умне ларнă. Районти сухаçăсен ăмăртăвне хутшăнса дипломсем пĕрре мар илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех трактористра тăрăшнă. 1975 çулта кирпĕчрен тунă çĕнĕ çурта пурăнма куçнă. Мăшăр виçĕ ача пăхса ÿстернĕ.

А.Филимонова хунямăшне ырăпа аса илет. Вăл килти ĕçсене пĕтĕмпех хăй тытса пынă, ачисене те юратса пăхнă. Антонинăпа Владимир ир тухса кайнă та каçхине кăна киле таврăннă. Çавăнпа та хунямăшĕ вĕсемшĕн тĕрев пулса тăнă.

«Ăраскала хурламастăп. Лайăхах пурăнтăмăр. Мăшăр 73 çула çитсен, чире пула, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Виçĕ ывăлтан иккĕшĕ ялтах тĕпленчĕç, тепри Мускав облаçĕнче», – пĕлтерчĕ Санарпуç ял хĕрарăмĕ.

Антонина Яковлевна «Вурнарский» совхозра пĕр вăхăт кадрсен пайĕнче тăрăшнă. Хыççăн мехпаркри склад заведующийĕнче ĕçленĕ. Кайрантарахпа ăна вырăнти профсоюз организацийĕн ертÿçине суйланă. Халăхран тăхăр çул уйрăлман, вĕсен ĕç условийĕсене лайăхлатасси, канăвне тивĕçлипе туса парасси йăлтах унран килнĕ. ,çленĕ вăхăтрах Улатăрти техникумра куçăмсăр майпа бухгалтера вĕреннĕ. Çавăнтах, вырăнти профсоюз организацине пĕтерсен, бухгалтер ĕçне кÿлĕннĕ. Район администрацийĕн экологи пайĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ. Пенсие тухсан та «Санары» агрофирмăра виçĕ çула яхăн çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарассипе тимленĕ. ,ç ăна ялан хавхалантарса пынă.

А.Филимонова хăйне телейлĕ тесе шутлать.

Юрий КОРНИЛОВ.       

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика