25 марта 2017 г.
Районта ял хуçалăх предприятийĕсен зоотехникĕсемпе, техник-осеменаторĕсемпе, фермер тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсен зооветспециалисчĕсемпе канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, ку пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Романов, районти ветеринари станцийĕн ертÿçи Владимир Матвеев тата ыттисем хутшăнчĕç.
Малтанах Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Наталия Иванова тухса калаçрĕ. Вăл пухăннисене вĕренÿ заведенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра кунта ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлеме кирлĕ специалистсене вĕрентсе кăлараççĕ. Наталия Николаевна пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ветеринарсене вĕрентме пуçлĕç.
Районти ветеринари станцийĕн ертÿçи Владимир Матвеев выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешессипе, ăратлăх ĕçне лайăхлатассипе туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Сыснасен африка чумипе тата кайăк грипĕпе çыхăннă ыйтусене те çĕклерĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Романов мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какайпа сĕт туса илесси ÿснине, Вăрнар районĕ сĕт производствипе республикăра пĕрремĕш вырăнта пулнине пĕлтерчĕ. 2016 çулта кашни 100 ĕнерен 86 пăру илнĕ. Ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентересси 98 процентпа танлашнă.
Ăратлăх енĕпе ĕçлекен «Чувашское» обществăн представителĕсем малтисен опычĕпе паллаштарчĕç, кĕтĕве çĕнетесси çинче чарăнса тăчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кăтартусем лайăх пулнине, апла пулин те ÿсĕмсем тумашкăн татах та тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ. Вăл сĕт туса илессипе тата сутассипе ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсене мĕнле майпа патшалăх пулăшăвĕ пама палăртни çинчен каларĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев – мăйракаллă шултра выльăх йышне сыхласа хăварасси тата ÿстересси. Продуктивлăха та чакармалла мар», – терĕ вăл. Пархатарлă ĕçшĕн пурне те тав турĕ.
Мероприяти вĕçĕнче пухăннисем ветстанцире ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен пунктăн ĕçĕпе паллашрĕç.
К.ЮРЬЕВ.