Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Химипе – завод олимпиади

25 марта 2017 г.

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче «Август» шанăçĕ» ятпа 8–11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче хими олимпиади иртрĕ. Ку  – пĕрремĕш олимпиада, малашне ăна çулсерен заводăн çуралнă кунĕ тĕлне (мартăн 15-мĕшĕ) ирттерме палăртнă.  Унăн тĕллевĕ – ачасенче хими науки, тĕпчев ĕçĕсем тĕлĕшпе кăсăклăха ÿстересси.

Заводăн пĕрремĕш олимпиадине Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Аçăмçырминчи, Хапăсри, Малти Ишекри, Мăн Явăшри, Кÿстÿмĕрти, Санарпуçĕнчи, Çĕрпелти тата Шĕнер Ишекри шкулсенче вĕренекен 54 ача хутшăнчĕ. Вĕсене тата педагогсене заводăн социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров, тĕп технолог Марина Кострюкова, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова саламларĕç.

Олимпиада заданийĕсене Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕ хатĕрленĕ. Жюри йышĕнче – завод сотрудникĕсем тата районти шкулсенчи хими учителĕсем. Тĕрĕс пултăр тесе кашни ĕçе шифрсемпе палăртрĕç, олимпиада вăхăтĕнче аудиторире завод представителĕсем çеç пулчĕç.

,çсене пĕтĕмлетнĕ вăхăтра ачасем валли завод тăрăх экскурси йĕркелерĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе номинантсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Мĕнпур участника олимпиадăна хутшăнни çинчен сертификатсем пачĕç.

Çĕнтерÿçĕсем çаксем: 8-мĕш классем хушшинче – Ярослав Митрофанов (2-мĕш шкул), Екатерина Федотова (1-мĕш шкул), Наталья Николаева (Хапăс); 9-мĕш классем хушшинче – Ирина Михайлова (Кÿстÿмĕр), Ксения Константинова (Малти Ишек), Алина Воронцова ( 2-мĕш шкул); 10-мĕш классем хушшинче – Анастасия Сотникова (Кÿстÿмĕр), Мария Вазянга (2-мĕш шкул), Григорий Иванов (Аçăмçырми); 11-мĕш классем хушшинче – Светлана Николаева, Алина Семенова  (2-мĕш шкул), Юлия Львова (1-мĕш шкул).

Тестированире чи пултаруллисем: Ярослав Митрофанов тата Анастасия Лаврентьева (2-мĕш шкул), Анастасия Сотникова (Кÿстÿмĕр), Юлия Львова (1-мĕш шкул).

Задачăна урăхла меслетпе шутлакансем – Наталья Николаева (Хапăс), Ирина Михайлова тата Анастасия Сотникова (Кÿстÿмĕр), Светлана Николаева (2-мĕш шкул).

Людмила ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика