25 марта 2017 г.
Çула çитмен çамрăксене преступлени тăвассинчен асăрхаттарасси – паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ку енĕпе профилактика субъекчĕсем чылай ĕç пурнăçлаççĕ пулин те, кăтартусене хальлĕхе вуçех пĕтерме май килмен-ха. Район территорийĕнче акă иртнĕ çул 18 çул тултарманнисем 15 преступленилле ĕçе хутшăннине палăртнă. 2015 çулта 11 пулнă. Ку ыйтупа паян эпир район администрацийĕн çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕпе Светлана ВЛАДИМИРОВАПА калаçатпăр.
– Светлана Геннадьевна, çамрăксем правăна хирĕçле ĕç туни пăшăрхантарать паллах – цифра паллă. Анчах та вĕсем тĕлĕшпе тунă преступленисем тата хăрушăрах мар-и?
– Чăн та, ачасене хĕн кăтартни – хăрушă пулăм. Пĕлтĕр çула çитменнисем тĕлĕшпе ар сĕмĕллĕ ĕçсем тăвасси палăрмаллах ÿсрĕ – пĕтĕмпе саккăр пулнă. Унсăр пуçне, ку ÿсĕмри ачасем тĕлĕшпе тунă йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ те ÿснĕ – 6 тата 11 тĕслĕх. Пĕтĕмĕшле 34 ĕçрен 15-шĕ çамрăксен пурнăçĕн тата сывлăхĕн хакне тăма пултарнă, 15-шĕ – ар сĕмĕллĕ ĕçсемпе çыхăннă. 10 преступление ашшĕ-амăшĕ (саккунлă представителĕсем) туни паллă. Киревсĕр ĕçсене тĕпченĕ май, нумайăшĕнче ачасем аслисен тимлĕхĕсĕр юлнипе пулнине палăртнă. Çапла майпа иртнĕ çул пĕр çынна опекун тивĕçĕсенчен хăтарнă, пĕр çынăнне ашшĕ-амăшĕн правине туртса илнĕ, теприн тĕлĕшпе ку енĕпе ĕç пырать.
– Пĕлтĕрхи кăтартусене шута илсе çула çитменнисемпе ĕçлекен комисси мĕнлерех мерăсем йышăннă-ха?
– Комиссие, паллах, районти çакнашкал лару-тăру хумхантарать. Çавна май профилактика мерисене вăйлатма йышăннă. Январьте акă ачасем тĕлĕшпе преступленисем тунă ял тăрăхĕсенче правăна хирĕçле ĕçсене асăрхаттарассипе ĕçлекен канашăн анлă ларăвĕсем иртрĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ Алексей Губанов, профилактика субъекчĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Унта ашшĕ-амăшне (саккунлă представительсене) итлерĕç.
Унсăр пуçне «Ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕн шкулĕ» ĕçе йĕркеленĕ. Шкулсенче право культурине ÿстерес тата ар хутшăнăвĕсем çинчен ăнлантарас тĕлĕшпе вĕренекенсемпе, ашшĕ-амăшĕпе калаçусем, лекцисем ирттерме тытăннă. Март– май уйăхĕсенче педагогика ĕçченĕсем валли районти психикăпа педагогика тата медицинăпа социаллă пулăшу центрĕнче вĕренÿ курсĕсене йĕркелеме, вĕрентÿ организацийĕсенче штата педагог-психолог должноçне кĕртме сĕннĕ.
– Иртнĕ çул эсир ачасем тĕлĕшпе ар сĕмĕллĕ ĕçсем ÿснине палăртрăр. Кунашкал киревсĕр инкекрен мĕнле хăтăлмалла-ха?
– Ар сĕмĕллĕ ĕçсем тăвакан уголовлă кодекспа çирĕп явап тытать. Анчах та ку инкек ачасемшĕн питĕ хăрушă – венери чирĕсем ерме, психика пăсăлма, хырăм юлма пултарать, çавăнпа та çамрăксен хăйсен те питĕ тимлĕ пулмалла. Каçхине аслисемсĕр урама тухма ан тăрăшăр, тухнă пулсан та пушă, тĕттĕм урамсенчен, вăрманлă вырăнтан пăрăнăр. Енчен те хыçра кам та пулин пынине сиссен автомобильсем çÿрекен çул çине тухмалла, пулăшу чĕнмелле. Килте чухне аслисем çук пулсан никама та алăк уçмалла мар, вăл шутра тĕрлĕ службăсен ĕçченĕсене те.
Унсăр пуçне, çула çитменнисен хăйсен те астармăш лару-тăрăвне йĕркелемелле мар. Уйрăмах хĕрачасен. Юлашки вăхăтра педофилсен «аллине» интернет урлă та лекме пулать. Пĕр тĕслĕх кăна. Пĕр арçын сайтра автомобиле экстремаллă тытса пыма вĕрентме май пурри çинчен çырнă, тĕл пулас текенсем валли вăхăтне, вырăнне кăтартнă. Ачасем вăл кăтартнă тĕле пынă, арçын вĕсене хăйĕн гаражне лартса кайнă та мăшкăлланă. Ку таранччен вăл судпа айăпланман пулнă. ,çмен, авланман, ниçта та ĕçлемен çын. Çавăнпа та ачасене урамра çеç мар, социаллă сетьсенче те палламан çынсемпе калаçма, вĕсене шанма юраманнине вĕрентмелле.
– Ялсенче, хваттерсенче пурăнакансем юнашарта пурăнакан ачасем ăнăçсăр хутлăха лекнине пĕлтереççĕ-и?
– Шел те, нумай чухне инкексем çинчен преступлени тунă хыççăн çеç пĕлме май пур. Çавăнпа та манăн районта пурăнакансене çапла чĕнсе калас килет: енчен те эсир шкул вăхăтĕнче ача урамра çÿренине, ыйткаланине, хура тумтир е сезонпа мар тăхăннине, спирт шĕвекĕсем ĕçнине курсан е наркотиксемпе туслашнине пĕлсен, путсĕр пурнăç йĕркипе пурăнакан çемьесем çинчен тÿрех пире пĕлтерĕр. Адресĕ: Вăрнар пос., Советски урамĕ, 20-мĕш çурт, 107-мĕш пÿлĕм. Тел. 8 (83737) 2-75-10. Пĕрлехи çăлав службин телефонĕ – 112.
– Калаçушăн тав.
Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.