25 марта 2017 г.
Çулсеренех мартăн 24-мĕшĕнче туберкулезпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. 1882 çулта, çак кун, нимĕç ученăйĕ Роберт Кох туберкулез пуçарса яракан микроба тупнă. Çавăнпа çак микроба Кох бактерийĕ теççĕ.
Туберкулез – инфекциллĕ чир. Вăл ытларах чухне ÿпкесене пĕтерет. Ытти хăшпĕр органсенче те аталанма пултарать. Çак чир çыннăн чĕрнипе çÿçне кăна сиенлеймест.
Туберкулеза аталанма çителĕксĕр тата тĕрĕс мар апатланни, пурнăç условийĕсем япăххи, хытă кулянни, пăлханни-хумханни, сиенлĕ хăнăхусем (пирус туртни, ĕçкĕ-çикĕ, наркомани), вăраха тăсăлакан чирсемпе аптăрани (хырăмлăх суранĕ, 12 пумăклă пыршă чирĕсем, сахăр диабечĕ, иммун тытăмĕ хавшанни) пулăшаççĕ.
Çак усал чир çын ÿпкине 90% таран пĕтерме пултарать. Ку чир сывă çынна чирлипе калаçнă чухне сĕлекери пĕчĕк бактери-микробсенчен (сунасласан, ÿсĕрнĕ чухне) ерет. Вĕсем сăмсаран, çăвартан сурчăкпа вĕçсе тухса сывă çын çине куçаççĕ. Кил-тĕрĕшри япаласем çине те тусан пек пухăнаççĕ. Çак сывлăша сывласа илсе эпир туберкулезăн куçа курăнман бактерийĕсене ăша кĕртетпĕр. Чир малалла аталанма пуçлать. Туберкулез бактерийĕсем шалти органсене куçаççĕ. Вăй чакса пынипе организм хăйне хăй сыхлаймасть, ÿпке туберкулезĕ пуçланать.
Сирĕн тăван, юлташ, çывăх çын вăрах вăхăт ÿсĕрет пулсан, унăн пĕр тăхтаса тăмасăр врач патне каймалла. Инфекци ан сарăлтăр тесен пÿрте-çурта час-часах уçăлтармалла. Эсир виçĕ эрнене яхăн ÿсĕретĕр, йывăрăш виçи чакрĕ-тĕк, ÿт температури вылять, каçсерен – çывăрнă чухне питĕ тарлатăр, хăвăра япăх туятăр, кăкăрта тăтăш ыратать, хырăм пачах та выçмасть – апат çиес килмест, юнлă суратăр пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр врач-специалист е участокри врач патне çитме тăрăшмалла. Вĕсем сире тĕрĕс çул кăтартĕç.
Ÿпке чирлине чи тĕрĕс кăтартаканни – флюорографи. Ăна 15 çултан пуçласа пурин те кашни çул тăмалла. Вăрнар район тĕп больницинче çак процедурăна поликлиникăн 16-мĕш пÿлĕмĕнче ирхине 8 сехет те 30 минутран пуçласа 15 сехетчен тÿлевсĕр ирттереççĕ. Шăматкунсенче 8 сехетрен 12 сехетчен.
Пирĕн районта та республикăри пекех 2017 çулхи мартăн 24-мĕшĕнчен «Шур чечек» уйăхлăх пуçланчĕ. Туберкулезпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кунпа Вăрнар поликлиникинче мартăн 25-мĕшĕнче, апрелĕн 1,8,15-мĕшĕсенче уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Çак кунсенче флюорографине укçасăрах ирттерме, хыççăн 15-мĕш пÿлĕмре фтизиатрпа 8 сехетрен пуçласа 12 сехетчен канашлама пулать.
Çавăн пекех мартăн 30-мĕшĕпе апрелĕн 13-мĕшĕнче 8 сехетрен 12 сехетчен 2-64-62 телефонпа «Вĕри лини» ĕçлет. Хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене çак йĕркесен авторĕнчен – Ирина Григорьевна Иванова врач-фтизиатртан – ыйтса пĕлме пултаратăр.
Çитĕнсе çитмен ачасемпе çулталăкрисене тĕрĕслес тĕллевпе кашни çулах туберкулез диагностикине ирттеретпĕр. Вăхăтра сипленсен туберкулеза ирттерсе яма пулать. Ахаль чухне унăн нимĕнле паллă та çук. Çавăнпа кашни çулах флюорографи витĕр тухма ан манăр. Кăкăрта вăрах вăхăт ыратать пулсан тÿрех район больницине çул тытăр.
Енчен те сире туберкулез çулăхрĕ пулсан, кулянса ан ÿкĕр. Çак чир никама та шеллесе тăмасть. Астăвăр: чире вăхăтра сиплеме пуçласан, врач хушнисене çирĕп пăхăнсан – сывалма май пур.
Вăраха кайнă чир часах иртмест. Ăна валли 6–8 тĕрлĕ препарат кирлĕ. Сиплев 24 уйăх таран тăсăлма пултарать.
Тепĕр хут аса илтеретĕп: кашни çул флюорографи тăма ан манăр.
Сирĕн сывлăх – хăвăр алăра!
Ирина ИВАНОВА,
врач-фтизиатр.