25 марта 2017 г.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра «наркомани» диагноз лартнисен шучĕ 956 çынпа танлашнă. Профилактика тĕллевĕпе сăнаса тăракансен (вĕсем пирки те наркомансем темелле ĕнтĕ) йышĕ вара – 2007 çын.
2015 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр наркоманипе чирлисен шучĕ 7% яхăн чакнă. Наркотиксемпе усă куракансен йышĕнче арçынсем ытларах – 89,6%. Çак наркăмăш тыткăнĕнче тĕпрен илсен вăйпитти йыш: 54% яхăн – 18–30 çулсенчи çамрăксем.
Чирлисен шучĕпе çыхăннă цифрăсем Шупашкарта (100 пин çын пуçне 135,6 наркоман), Канашра (118), Çĕнĕ Шупашкарта (95) уйрăмах пысăк. 2016 çулта Чăваш енĕн право хуралĕн органĕсем наркотиксен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 659 преступление тупса палăртнă. Çакă 2015 çулхинчен чылай сахалрах – ун чухне 858 преступление шута илнĕ. Анчах çакна тĕпе хурса çивĕчлĕх чакать теме çук. Мĕншĕн тесен тепĕр цифра чăннипех сисчĕвлентерет: саккунсăр çаврăнăшран 37,6 килограмм наркотик туртса илнĕ. Ку виçе вара виçĕмçулхинчен чылай, 22%, пысăкрах.
Çак сфера çавăнпа, услам пысăккипе, илĕртет те ĕнтĕ. Республика полицийĕ пĕлтĕр наркотиксемпе сутă тăвакан каварлашнă темиçе ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Вĕсенчен пĕринче 21 çын пулнă. 15-шĕ – Украина çыннисем, ыттисем – Чăваш енре пурăнакансем. Вĕсенчен 5 кг ытла синтетика наркотикĕ туртса илнĕ. 6 çынран тăнă тепĕр ушкăнра та пирĕн ентешсемпе пĕрлех украинсем пулнă. Тытса чарнисен шутĕнче çавăн пекех Азербайджан, Таджикистан, Беларуç, Израиль çыннисем пур. Паян республикăра наркотиксемпе çыхăннă преступленисем пулман район-хула çук тесен те юрать – унашкаллисене Элĕк тăрăхĕнче кăна шута илмен.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасемпе çамрăксем наркотиксен тыткăнне лекесрен сыхланас енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă. Эппин, ачасем валли тĕрлĕ кружок-секци ытларах кирлĕ – вĕсене урам витĕмĕнчен пăрмалла, усаллипе аппаланма вăхăт ан пултăр.