22 марта 2017 г.
Иртнĕ шăматкун, мартăн 18-мĕшĕнче, Шупашкарти Республика тÿремĕнче, Крым çурутравĕ Раççее çĕнĕрен таврăннăранпа виçĕ çул çитнине халалласа «Эпир – пĕрле!» ятпа митинг-концерт иртнĕ. Унта политиксем, депутатсем, общественниксем, тĕрлĕ ĕç коллективĕсен представителĕсем, студентсем, вĕренекенсем, пенсионерсем – пурĕ пилĕк пине яхăн çын – хутшăннă. Вĕсем уяв ячĕпе пĕр-пĕрне саламланă.
1783 çулхи çуркунне, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Крым çурутравĕ Раççейĕн пĕр пайĕ пулса тăнă.
1954 çулта Совет Союзĕн мал курăмсăр ертÿлĕхĕ Крыма Украинăна панă. 2014 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче историшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ референдум иртрĕ: Крым Раççей çунатти айне таврăнма кăмăл турĕ. Çак кĕске вăхăтрах унти халăхăн пурнăçĕ палăрмаллах лайăхланнă. Пирĕн республика Крымпа нумай енпе килĕштерсе ĕçлет. Виçĕ çул каялла Сочири инвестици форумĕнче суту-илÿ, экономика, наука, культура тытăмĕсенче килĕштерсе ĕçлеме килĕшÿсем алă пуснă. Чăваш енри нумай предприяти Крыма хăйĕн продукцийĕпе тивĕçтерет. Иртнĕ çултанпа «Шупашкар – Симферополь» маршрутпа самолет вĕçет.
Пĕтĕм Раççейĕпех паллă тăвакан уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш енри уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, Шупашкар хулин ертÿлĕхĕ, общество организацийĕсен, тĕрлĕ парти представителĕсем тата ыт.те пуçтарăннă.
«Пирĕн пата виçĕ çул каялла «Çурхи Крым» килсе çитрĕ. Пирĕн хăватлă истори. Йăла-йĕрке пуян. Пуласлăх – пысăк. Эпир хамăр утса тухнă çулпа тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр», – тенĕ Николай Малов.
ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков: «Крым – пирĕн мăнаçлăх. Раççей Правительствипе пĕрле эпир тăрăшса Крым халăхне йывăр вăхăтра алă патăмăр. РФ Президенчĕ Владимир Путин та çак ĕçе пысăк витĕм кÿчĕ. Паян Раççее никам та парăнтараймĕ!» – тенĕ.