22 марта 2017 г.
Пирĕн республикăра патшалăхпа муниципалитетăн пулăшу ĕçĕсемпе электрон мелпе усă куракансен шучĕ ÿссе пырать. Чăваш ен ку кăтартупа – Раççейре виççĕмĕш вырăнта.
Росстат патшалăх пулăшăвĕсемпе электрон мелпе усă куракан граждансен тÿпине палăртмашкăн çулсеренех ирттерекен тĕпчев кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. 2016 çулта ку кăтарту Раççейре вăтамран 51,3% танлашнă (план – 50%) – пĕлтерет ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви.
Чăваш енре патшалăх пулăшăвне тахçанхи пек черетре тăрса мар, электрон мелпе илекен граждансен йышĕ 69% çитнĕ. 2015 çулта ку кăтарту 48,4% пулнă. Рейтинг лидерĕ – Тутар Республики, унта электрон мелпе халăхăн 79,7% усă курать.
Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнисем тĕрлĕ пулăшупа усă курма пултараççĕ: штрафсем тÿлеме, автомобиле регистрацилеме, водитель правине илмешкĕн документсем пама, мăшăрланассине палăртса заявлени çырма тата ытти те.