22 марта 2017 г.
Ĕнер районти культура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев культура тытăмĕнче хăйĕн ĕçне чунтан парăннисем ĕçленине, пĕлтĕрхи çул Вăрнарти тата хăшпĕр ялсенчи культура учрежденийĕсене юсама май килнине, Хăмăшри культура çурчĕ вара республикăри чи лайăх сакăр учреждени йышне лекнине каларĕ. Уява пухăннисене кăçалхи çул та тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ. ЧР культура министерствин Хисеп грамотине Ярмушкари «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçине Эльвира Балыкована, çавăн пекех ку ушкăна, Вăрнарти ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенне Елена Есенцевана парса чыс турĕ. Унтан тăрăшуллисене район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.
Район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Ирина Алексеева культура ĕçченĕсем халăх канăвне туллин ирттерессишĕн вун-вун мероприяти йĕркеленине палăртрĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.
Аçăмçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Петров, Вăрнарти культура çурчĕн директорĕ Светлана Журавлева тата ыттисем культура ĕçченĕсене ăшă сăмахсем каласа саламларĕç. ,çре палăрнисем хисепе тивĕçрĕç.
Юрă-ташă ăстисем сцена çинче юрларĕç те, лотерея вылявне хутшăнса парнеллĕ те пулчĕç.
К.ЮРЬЕВ.