22 марта 2017 г.
Районта мартăн 27-мĕшĕччен «Полици тата ачасем» профилактика уйăхлăхĕ пырать. Унăн пĕлтерĕшĕ тата тĕллевĕсем пирки полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ Эльвира Татарова каласа кăтартрĕ.
– Ытти çулсенчи пекех çак тапхăр çула çитменнисем право йĕркине пăсассине, преступлени тăвассине асăрхаттарас ĕçе вăйлатас тĕллевлĕ. Уйăха яхăн ĕнтĕ вĕрентÿ пайĕн, опекăпа попечительство органĕн, медицина, профилактикăн ытти субъекчĕсен ĕçченĕсем хутшăннипе районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕлпулусем ирттеретпĕр.
Пирĕн тĕллев çирĕп – ачасем тÿрĕ çултан пăрăнассине асăрхаттарасси. Çавăнпа та вĕсене уголовлă тата административлă законодательство никĕсĕсемпе тĕплĕн паллаштаратпăр.
Юлашки вăхăтра кĕçĕннисем интернет витĕмне кĕрсе ÿкни пире те хытах хумхантарать. Çĕршывра компьютер вăййисене пула шкул ачисем хăйсем çине алă хунă тĕслĕхсем сахал мар пулчĕç. Вăрнар ачисене эпир çакнашкал инкекрен хÿтĕлесшĕн, çавăнпа та ăнлантаруллă калаçусене вĕсен ăс-тăнне хывма тăрăшатпăр.
Обществăра, çулсем çинче хăйсене мĕнле тытмаллине асăрхаттарнипе пĕрлех вĕсем лекме пултаракан инкексем çинчен те калаçусем йĕркелетпĕр. Юлашки вăхăтра ак уйрăм ялсенче ар сĕмĕллĕ преступленисем ÿсрĕç. Ку темăпа пуçарнă калаçусене ачасем ăса хывассине тем пекех шанас килет. Тĕрĕссипе, уйăхлăх вăхăтĕнче çеç мар, учетра тăракан ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне вĕçĕмсĕр тимлĕхре тытатпăр. Ăнăçсăр çемьесенче пулмасăр пирĕн пĕр кун та иртмест.
Çитменлĕхсене, паллах, пĕрле тăрăшмасăр пĕтерме май çук. Кунта профилактика субъекчĕсен çеç мар, ашшĕ-амăшĕн те тимлĕрех пуласчĕ. Ачасене инкеке лекме парас марччĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА çырса илнĕ.