11 марта 2017 г.
Çакăн çинчен Чăваш Республикинчи ĕçлев тата социаллă политика министерстви пĕлтернĕ. Кăçал республикăри 42 пин çынна ĕç вырăнĕ тупса пама палăртнă.
Мартăн 9-мĕшĕ тĕлне республикăри ĕçлев службинче 1766 организаципе предприятире 15 пин ытла рабочисемпе служащисем çитменни çинчен информаци пур. Вакансисен вăтам шалăвĕ – 17,7 пин тенкĕ.
Ытларах водительсем (вăтам шалу 20 пин тенкĕ), çĕвĕçсем (15 пин тенкĕ), каменщиксем (30 пин тенкĕ), сварщиксем (30 пин тенкĕ), врачсем (30 пин тенкĕрен тытăнса), менеджерсем (20 пин тенкĕ), инженерсем (20 пин тенкĕ) кирлĕ.
Хăшпĕр интернет-изданисенче республикăра пурăнакансен 40 проценчĕ ĕçсĕр текен информацисем пулчĕç. Кун пирки Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев комментари панă:
– Ку публикацисем пирки пĕлетпĕр. Тĕрĕссипе, çак цифрăсене хăйсен сайчĕсенче сумлă изданисем те калама хăйнă. Пĕрремĕшĕнчен, изданисем ссылка панă структурăсем пирки эпир Чăваш енре те, Раççей ĕçлев министерствинче те илтмен. Иккĕмĕшĕнчен, ансăр ушкăнра та пĕлмен экспертсен шутласа кăларнă комментарийĕсем тĕрĕс фактсемпе çыхăнмаççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, официаллă даннăйсене, сăмахран – Чăвашстатăнне, темшĕн шута хуман. Мĕншĕн; Мĕншĕн тесен ку материалсенче, вĕсем информацие йăлтах хирĕçлеççĕ. Сăмахран, 15–72 çулсенчи ĕçлекен халăх шучĕ 2016 çулхи декабрьпе 2017 çулхи январьпе февральте 627,6 пинпе танлашать. Вĕсенчен 595,8 пинĕшĕ экономика ĕçĕ-хĕлĕнче тăрăшаççĕ. Мĕнле 40 процент çинчен каланине экспертсем хăйсем те ăнлантараймаççĕ. Ку ресурссенчен нихăшĕ те даннăйсене Чăваш ен ĕçлев министерствинчен ыйтман. Юлашкинчен, республикăра кăçалхи январьте ĕçсĕрлĕх шайĕ 4,7 процентпа танлашнă (ПФОра – 4,9, РФ – 5,4). Кам чăннипех ĕçлес тет, Чăваш енрех ĕç тупать. Вăтам шалу – 18 пин тенкĕ.