Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ăна ашшĕсĕр хăварнă

11 марта 2017 г.

Хисепе никам та валеçмест, укçа парса туянма та çук ăна. Хисепе тивĕçлĕ пулас тесен пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнмалла.

Туçи Çармăс ялĕнче пурăнакан Иван Маркович Марков акă хисепе ырă кăмăлĕпе, тăрăшуллă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ. 1942 çулта çуралнă вăл. 75 çул  йывăрлăхсене парăнтарса малалла утать.

Ашшĕне пачах курман. Хаяр вăрçă пуçлансанах ăна, Марк Игнатьевич Игнатьева, çара илнĕ. Амăшĕ, Ирина Николаевна, кашни кунах çыру кĕтнĕ пулин те мăшăрĕнчен пĕр хыпар та кĕтсе илеймен. Çав çулах, раштав уйăхĕнче, йывăр хуйхă пырса çапать  – Марк Игнатьевич вилни çинчен хăрушă хыпар çитет.

Çамрăк хĕрарăм хăйĕн чĕри айĕнче пĕчĕк тĕпренчĕк ÿсни çинчен мăшăрне пĕлтерме те ĕлкĕреймен. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши вăл;  Мĕн чухлĕ ылханман пулĕ хаяр та сĕмсĕр тăшмана. Хуйхине пусарса, чĕрине хытарса малаллах талпăннă.  Пĕчченех ÿстерет вăл ывăлне. Арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те  пĕччен пурнăçлама тивнĕ.  Иван амăшне пулăшма ытла ир ĕçе кÿлĕннĕ. Пур ĕçе те тĕплĕн тума тăрăшнă. Нихăçан та йывăр тесе нăйкăшман.

Ялти шкула вĕренсе пĕтерсен  колхоза прицепщика вырнаçнă. ,çе тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн ăна Саратов облаçĕнчи Краснокутри механизаци училищине  вĕренме янă. Училищĕне пĕтерсен, 1961 çулта, яш каччăн салтак аттине тăхăнма тивет. Виçĕ çул Тăван çĕршыва хÿтĕлет.

Салтакран таврăнсан Иванăн хулана кайма та май пулнă, анчах та вăл хăйне кун çути панă, тăлăххăн нуша курса ÿстернĕ амăшне пĕчченлĕхре хăварас темен.  Суворов ячĕллĕ хуçалăхра  водительте ĕçлеме тытăннă.  Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн  тĕрлĕ шайри Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Кун хыççăн кун иртсе пынă. Çамрăк йĕкĕт ялти пĕр хĕре куç хывнă. Кĕçех Туçи Çармăсра çĕнĕ çемье çуралнă. 

Иван Марковичпа Екатерина Ивановна 46 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса пурăнаççĕ. Килкарти тулли чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Килти хуçалăхри ĕçсене яланах пĕрле пурнăçлаççĕ.

Марковсем  пилĕк ачана ура çине тăратма, вĕсене тĕрĕс воспитани пама вăй-хал, çирĕп кăмăл çитернĕ.  Ачисем  пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.  Пурте аслă пĕлÿ илнĕ: врач, учитель, юрист, экономист, сутуçă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел, вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçченлĕхпе палăраççĕ, пĕр-пĕрне хисеплемеллине асра тытаççĕ. Халĕ Иван Марковичпа Екатерина Ивановнан ултă мăнук.

Иван Маркович Марков ятлă-сумлă çын. Ăна ял-йыш, тăванĕсем, кÿршисем чунтан хисеплеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика