11 марта 2017 г.
Чăрăшкас Мăратра çуралса ÿснĕ, халĕ Пăваялĕнче пурăнакан Елизавета Марковна Степанова 80 çула çитрĕ. Унăн пурнăçĕнче хури те, шурри те пайтах пулнă. Тăхăр пĕртăванран халĕ вĕсем виççĕн çеç тăрса юлнă.
Ашшĕ вăрçа кайнине 5 çулхи Лиза лайăхах астăвать. Мухтав Турра, чĕрĕ-сывă таврăнать вăл, анчах суранĕсене пула ир çĕре кĕрет. Амăшĕ вара 90 çултан та ирттернĕ.
«Ачалăхăм та, çамрăклăхăм та йывăр килчĕ пулсан, халĕ пурăнма мĕнле ырлăх, çак ырлăха курса апай çулне çитесчĕ», – тет Елизавета Марковна.
Хăйĕн кун-çулне аса илсен, мăшăр куçĕсем шывланчĕç. Качча та хальхи пек паллашса, çÿресе кайман, тупса панă та – чухăн-и, пуян-и, ăна та пăхса тăман. Йывăр пулсан та уйрăлса кайман.
Мăшăрĕ те, Валентин Степанович, пуян çын ачиех пулман. «Эп качча килнĕ чух упăшкасен улăм витнĕ пĕчĕк пÿрт анчахчĕ, пĕрлех пурăнтăмăр, 5 ача таран çуратрăмăр, кил-çурт çавăртăмăр, иксĕмĕр те колхозра ĕçлерĕмĕр. Анчах мăшăрăм ачасене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлариччен пурăнаймарĕ, сарăмсăр вилсе кайрĕ», – шухăша путрĕ Елизавета Марковна.
Вăл вăхăтра бригадăра ĕç укçи пĕчĕк пулнă, çавăнпа Елизавета Марковна сысна фермине куçать. Ферма запарникĕнче кочегарта никам та ĕçлеме килĕшменнипе унта вырнаçать. Çăмăл мар пулин те, 12 çул ĕçленĕ вăл кочегарта.
Ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ. Аслă хĕрĕ, Людмила – Мурманскра. Пĕр ывăлĕ – тĕп хуламăрта, Шупашкарта çемье çавăрнă, тепĕр ывăлĕ Коми Республикинче çемйипе пурăнать. Лена хĕрĕ – Каçал тăрăхĕнче. Паянхи кун кĕçĕн хĕрĕн çемйипе пурăнать ватă. Йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать.
11 мăнук, икĕ кĕçĕн мăнук унăн. Ачисемпе савăнать. Пĕри те ĕçкĕ енне сулăнмарĕç, хăйсене килĕшекен мăшăрсем тупрĕç, пурте çемьеллĕ. Мăнукĕсем те хăйсем пекех пулчĕç. Ялта пурăнакан кĕçĕн хĕрĕн ывăлĕ Андрей «Знамя» хуçалăхра вăй хурать. Пĕр ĕçрен те ютшăнмасть, водитель те, тракторист та, скотник та, дояр та вăл. Унпа Елизавета Марковна мухтанмаллипех мухтанать.
Анна ПЕСКОВА.
Пăваяль.