11 марта 2017 г.
Паян лавккасен сентрисем çинче парне вырăнне туянмалли япаласем темĕн чухлех. Анчах та хамăр алăпа ăсталани – темиçе хут лайăхрах, хаклăрах.
Уяв умĕн акă вăрнарсен те хăйсене маçтăрсем пек туйма май пулчĕ. Районти историпе краеведени музейĕнче «Ăста алăсем» мастер-класс ĕçлерĕ. Ун директорĕ Елена Шарипова тата Елена Смолина алăсти ертсе пынипе пухăннă пикесем илемлĕ йĕп минтерĕсем хатĕрлерĕç.
Кофе банкин хупăлчи, пусма татăкĕсем, шăрçасем, чĕнтĕр ĕçе «кĕчĕç». Кĕске тапхăртах кашнин алли хитре парнесемпе пуянланчĕ. Чи кирли – мастер-класа пухăннă тĕрлĕ ÿсĕмри пикесем ал ĕçĕ умĕнче чунпа канчĕç.
Амăшĕсемпе килнĕ ачасен канăвне те усăллă йĕркелерĕç – вĕсен ÿкерме вĕренме, мультфильмсем пăхма май пулчĕ.