07 марта 2017 г.
Федерацин амăшĕн капиталĕн программи ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитрĕ. Çак тапхăрта Чăваш енре 75 пин ытла çемьене сертификатпа тивĕçтернĕ.
Программăпа килĕшÿллĕн сертификатсене 2018 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнă е усрава илнĕ çемьери иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн параççĕ.
2007 çултанпа амăшĕн капиталĕн виçи икĕ хута яхăн ÿснĕ – 250 пин тенкĕрен 453 пин тенке çитнĕ. 10 çулта Чăваш енри çемьесене пĕтĕмпе 19 млрд тенкĕ тÿленĕ. Ытларахăшĕ патшалăх пулăшăвĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачисене вĕрентме тата пĕр хутченхи тÿлев йĕркипе харпăр хăй ыйтăвĕсене татма усă курнă.