07 марта 2017 г.
Вăхăт хăвăрт шăвать. Ăна чарма та, улăштарма та, каялла тавăрма та çук. Анчах та вăл хăйĕн йĕрне пирĕн асăмра çеç мар, япаласенче те хăварать. Сăмахран, сăнÿкерчĕксенче. Шăпах вĕсене пула ĕнтĕ истори саманчĕсем пулас ăрусемшĕн те сыхланса юлаççĕ.
Вăрнарта пурăнакан Лилия Маслячкинана та пĕр сăмахсăрах самана управçи теме пулать. Ун кăмăл туртăмĕ – калама çук кăсăклă тата çав тери сайра тĕл пулаканни. Кăсăкланăвĕ вара пĕр сăнÿкерчĕкрен пуçланнă. Ун чухне, 80-мĕш çулсенче, Лилия Семеновна Вăрнарти училищĕре бухгалтерта тимленĕ. Архивра ăнсăртран асăрханă кивĕ училищĕне сăнланă ÿкерчĕк ун чунĕнче темĕнле туйăма хускатнă. Ку ун кăсăкланăвĕн пĕрремĕш утăмĕ пулса тăнă.
Çак вăхăтрах вăл аппăшĕн Вăрнарти 8 çул вĕренмелли шкулăн кивĕ çурчĕн сăнÿкерчĕкĕ пулнине аса илнĕ. Ăна вăл амăшĕ патĕнче шыранă, тупайманнипе аппăшĕ патне Тольяттине шăнкăравланă. Кĕçех унтан кирлĕ фото «вĕçтерсе» те çитнĕ.
«Çурт çук ĕнтĕ. Сăнÿкерчĕк вара – астăвăм. Ăна кунтан кайнă çынсене мĕнле те пулин аса илтермелле. Пирĕн поселок, пирĕн ачалăх, пирĕн пурнăç-çке», – мĕлтлетнĕ Лилия Семеновнан пуçĕнче.
Халĕ ун коллекцийĕнче историшĕн çав тери хаклă сăнÿкерчĕксем 100 ытла ĕнтĕ. Пысăк пайĕ хăй çуралса ÿснĕ Вăрнар поселокĕпе çыхăннă. Типографире ятарлă кĕнеке-альбом та пичетлеттернĕ Лилия Семеновна.
– Милици, Перекет банкĕн çурчĕсем, сĕтел-пукан, апат-çимĕç лавккисем... Хăшпĕр сăнÿкерчĕксен пахалăхĕ питĕ япăх. Вĕсене эп хам та илемлетме тăрăшатăп, фотоцентрта та ретушь тутарттаратăп. Ак атă-пушмак лавкки. Унта Чехословакире туса кăларнă атă-пушмак туянма мĕн вăрăмăш черетсем йĕркеленетчĕç, – альбома уçнăçем асаилÿ авăрне путать коллекционер. – Упнер, Хапăс, Кĕçĕн Кипек шкулĕсем, Хапăс тата Кĕçĕн Кипек чиркĕвĕ. Кĕçĕн Кипекри чиркÿ вырăнĕнче халĕ часавай вырнаçнă. Калинино автовокзалĕ, халĕ унăн иккĕмĕш хучĕ çук ĕнтĕ – аслă çулхисем каланă тăрăх, унта малтан СИЗО вырнаçнă. Вăрнар автовокзалĕ, унта хăй вăхăтĕнче фонтан та пулнă. Коммунизмла субботникпе – металлолом пухса – хутшăннисен укçипе пуçтарнă тепловоз, ăна Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Иванов ятне панă... Ку – чи хаклă сăнсенчен пĕри: Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ çывăхĕнчи манашкăсен келйи, 1896 çулпа датăланă ăна. Ку çурт хальлĕхе «вилмен-ха», анчах та ăна упрассипе нимĕнле ĕç те тумасан, историлле палăка ĕмĕрлĕх çухататпăр...
Лилия Семеновна ку фотосене альбома пуçтарнă çеç мар, кашнин историне тĕпченĕ, вĕсем пирки çав тери интереслĕ каласа кăтартать. Ун калаçăвĕ тăрăх района пĕлмен çыннăн та курăмĕ пысăкланать. Мĕн чухлĕ кăсăклă сăн кунта. Ахальтен мар ĕнтĕ социаллă сетьре вырнаçтарнă фотосемпе видеосем поселокра çуралнă çынсен чунĕсенче ырă туйăмсем хускатаççĕ. «Чĕрене йăлтах хускатрĕ. Кунта манăн юратнă Лесхознăй урам та, манăн ача сачĕ те, кунта эпĕ шкула чупнă – кунта эпĕ телейлĕ пулнă, мĕншĕн тесен сăнÿкерчĕксенче манăн пĕтĕм çемье: анне те, атте те – чĕрĕ пулнă...» – çырать акă Надежда Веселова. Лилия Маслячкинан пархатарлă ĕçне хакланă çырусем речĕпех.
Пĕр вунă çул каялла район, поселок историне пухас тĕллевпе вăл хаçат, радио урлă çынсене сăнÿкерчĕксем килсе пама чĕнсе каланă. «Станислав Кириллова пысăк тав, çынсем панă фотосене ÿкерме вăл укçапа чылай пулăшрĕ. Владимир Троицкий ÿкерсе пачĕ. Çавăн пекех Вăрнарти Виталий Викторович Григорьев фотосемпе нумай пулăшрĕ, – пĕлтерет Лилия Семеновна. Сăмах май, кивĕ фотосене вăл халĕ те пухать.
Кивĕ сăнÿкерчĕксем – вăхăт управçисем. Лилия Маслячкина хăйĕн чун туртăмĕпе çав тери пархатарлă та кирлĕ ĕç пурнăçлать.
«Я люблю поселок Вурнары,
И никогда не покину его.
Может, я не сдержу свое слово,
Но вечно буду помнить его».
Çак йĕркесене Лилия Семеновна 7-мĕш класра çырнă. Ачалла панă сăмахне тытнă çеç мар вăл, хăйĕн ĕçĕпе саманасем валли хаклă парне хатĕрленĕ. Иртни пирки историе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарать пулсан вăл, паянхи пурнăçа хăй сăнлама тăрăшать – ку вăхăтри фотосем ун туллиех.
Светлана ЧИКМЯКОВА.