07 марта 2017 г.
Иртнĕ эрнекун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче районти инвалидсен обществин пленумĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухрĕç.
Районти инвалидсен обществин председателĕ Владимир Викторов отчет туса пачĕ, иртнĕ çулта инвалидсем хушшинче мĕнле пулăмсем, мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарчĕ. Çав вăхăтрах хăшпĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем инвалидсемпе япăх ĕçленине палăртрĕ. Сăмахран, Хирпуçĕнче паянхи кун та инвалидсен пĕрремĕш организацине те, председательне те суйламан, Ершепуçĕнче те çавнашкалах. Лайăх ĕçлекенсене те асăнчĕ: Малти Ишек, Мăн Явăш ял тăрăхĕсем тата ыттисем.
2017 çулхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Кулленхи ĕçре укçа-тенкĕ тăкакламасăр пулмасть. Инвалидсен обществин укçи-тенки çук, апла пулин те мероприятисем ирттерме, тĕрлĕрен спорт вăййисене тухса кайма Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ертÿçи Н.В.Аливанов, хутăш препаратсен завочĕн ертÿçи В.В.Свешников, çул-йĕр строительствин ертÿçи О.Г.Куликова тата уйрăм усламçăсем яланах пулăшу алли тăсаççĕ.
Контрольпе ревизи комиссийĕн председателĕ Е.Ф.Сергеева нимĕнле çитменлĕх те тупса палăртманнине каларĕ.
Çавăн пекех тухса калаçакансем хăйсен шухăшĕсене, чунĕсене уçрĕç. Сăмахран, Малти Ишек ял администраци çумĕнчи инвалидсен обществин председательне Э.С.Ластухина, чирленĕскерне, Вăрнарти поликлиникăра терапевтсем сиввĕн кĕтсе илсе Калининăна кайма хистенĕ. «Эпĕ ватă пулин те – çын, ман чĕре тапать, эппин, эп хăть миçе çулта пулам, манпа тÿрккес калаçмалла мар», – терĕ. Тухтăрсем тĕрлĕрен çав, мана ав çав таранччен ырă кăмăлпа кĕтсе илсе сыватса кăларчĕç, эпĕ вĕсен ĕçĕпе кăмăллă.
Санарпуç ял тăрăхĕнчи инвалидсен обществин председателĕ М.Я.Траков инвалидсене уйăхсерен паракан 736 тенкĕне мĕншĕн пăрахăçласа субсиди çине куçарнишĕн кăмăлсăрне пĕлтерчĕ. Унăн ыйтăвне социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ И.Г.Смолина хуравларĕ, ăнлантарчĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Тухса калаçакансем ытларах поликлиникăра тухтăрсем патне лекме йывăррине палăртрĕç. «Эс ман участокри мар, сан çав кабинета каймалла, эп сирĕн офис врачĕ мар», – тенипе кун каçса килетпĕр тепĕр чух», – терĕ Евгений Никитин, Çĕрпелти инвалидсен пуçламăш обществин председателĕ.
Районти инвалидсен обществин ĕçне вăтам хак пачĕç, малашне тата лайăхрах ĕçлеме хушса хăварчĕç, уйрăмах коляскăпа çÿрекен инвалидсемпе ытларах ĕçлеме, вĕсене çăва тухсан ытларах спорт вăййисене хутшăнтарма пулчĕç.
Анна ПЕСКОВА.