07 марта 2017 г.
Куç курманнисен районти обществин канашлăвĕ Йĕпреçре иртнĕ. Унта пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ тата сусăрсене хумхантаракан ыйтусене пăхса тухнă.
Обществăлла организаци председателĕ Галина Мясникова иртнĕ çул республикăра йĕркеленĕ реабилитаци мероприятийĕсене чылай тухнине, ку енĕпе хăйсене район администрацийĕ, социаллă тивĕçтерÿ центрĕ, «Звездопад» филиал, «Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕ, «Мила» ТМЯО пулăшнине палăртнă.
Куç курманнисен обществинче 194 çын тăрать, вăл шутран I ушкăнри инвалидсем – 48, II ушкăнрисем – 63, III ушкăнрисем 75. Пĕлтĕр пĕрлешĕве 15 çынна илнĕ, сакăр çынна ĕçе вырнаçтарма май килнĕ.
2016 çулта 19 çынна реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Тифлоприборсемпе усă курма вĕренессипе занятисем ирттернĕ. Инвалидсем ыйтнипе ятарлă йĕпсем, калаçакан сехетсем, çутатакан лупăсем туяннă.
Вырăнти организаци сусăрсене пĕтĕçтерес тĕллевпе пысăк ĕç пурнăçлать, çулсеренех тĕрлĕ конкурс-уявсем йĕркелет. Вĕсене пĕлтĕр те ВОС членĕсем хаваспах хутшăннă, республикăра та палăрма пултарнă.
Куç курманнисен районти обществинче инвалид-ачасем иккĕн шутланса тăраççĕ. Пĕри çиччĕ те тултарман. Вĕсем те республикăри конкурс-вăйăсене хастар хутшăнаççĕ.
Вырăнти организацие ытларах хĕрарăмсем пĕрлешнĕ. Вĕсем вара пур енчен те маттур: юрă-ташăра та ăста, спорт мероприятийĕсенче те хастар, пултаруллă алăстисем те, кулинарсем те.
Тухса калакансем бюро ĕçне пур енлĕн хастар тытса пынине палăртнă. Конференци ĕçне куç курманнисен республикăри обществин председателĕ Юрий Сергеев, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен социаллă служба представителĕсем хутшăннă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.