Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă, тăрăшуллă водитель

07 марта 2017 г.

Канашри пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕ Вăрнарти уйрăмне тăватă автобус çирĕплетнĕ. Кашни кун вĕсем хамăр районти ялсем тăрăх, Элĕке, Канаша пассажирсене турттарма çула тухаççĕ.

Автобусĕсем çĕнех мар пирки яланах тимлĕ пăхса тăма, юсама лекет, çакă пĕтĕмпех водителĕн тăрăшулăхĕнчен, ĕçе, техникăна юратнинчен килет.

Автостанци ĕçченĕсем тата нумай пассажир ыйтнипе Геннадий Викторович Большаков пирки ырă сăмах калас килет.

Вăл çак предприятире 2002 çултанпа ĕçлет, тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те чунтан тăрăшать. Питĕ йăрă, тепĕр çамрăкран та вашаватлăрах. Ăна çирĕплетнĕ автобусĕ  яланах юсавлă, салонра çап-çутă, тап-таса. Рейссене вăхăтра пурнăçлать, пассажирсем яланах кăмăллă. Коллективра вăл питĕ авторитетлă. Геннадий Викторович, сирĕн пурнăçра яланах ăнăçу пултăр, ĕçре те çитĕнÿ сĕнетпĕр, пире, пассажирсене, яланах ырă кăмăлпа турттармалла пултăр.

Ю.ПЕТРОВ.

Тимĕрçкасси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика