04 марта 2017 г.
Юнкун Вăрнар районĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш енри Тĕп Управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов ертсе пынипе асăрхав ĕç-хĕлĕн территорири уйрăмĕсен семинар-канашлăвĕ пулнă.
Вăл «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче иртнĕ. Икĕ уйăхри ĕçе пĕтĕмлетсе ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, завод директорĕн логистика енĕпе тимлекен заместителĕ Дмитрий Обухов хутшăннă.
Пухăннисем тухса калакансен сăмахĕ урлă район, завод пурнăçĕ çинчен пĕлнĕ.Станислав Антонов генерал-майор территорири уйрăмсен ертÿçисем умне çивĕч задачăсем лартнă: пушарсене асăрхаттарассипе тата хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе тĕллевлĕрех ĕçлемелле.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 135 пушар пулнă. Статистика вĕсен 70 проценчĕ уйрăм çуртсенче тухнине çирĕплетет. Нумай тĕслĕхре инкексен айăпĕ – çынсенче хăйсенче. Вĕсем ансат правилăсене те пăхăнмаççĕ. Вут-çулăмра 10 çын вилнĕ, 18-ăн аманнă. 13 млн тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ.