04 марта 2017 г.
Нумай функциллĕ центрсем халăха документсемпе инстанцинчен инстанцие, пÿлĕмрен пÿлĕме çÿрессинчен нумай хăтарчĕç. Паянхи куна районти ку учрежденире патшалăхăн 136 тĕсĕпе пулăшу илме пулать.
Пĕлтĕр çынсем тивĕçтерÿсем тĕлĕшпе 13441 заявлени çырнă, 4764 тĕслĕхпе консультаци илнĕ.
Районти нумай функциллĕ центр ертÿçи Ольга Никишова пĕлтернĕ тăрăх, тивĕçтерÿсен пысăк пайĕ куçман пурлăх ĕçĕсене регистрацилессипе çыхăннă – 5234 заявлени. Куçман пурлăха патшалăх кадастр учетне илессипе – 1801, сведенисем илессипе – 2090, социаллă хÿтлĕх пайĕн тивĕçтерĕвĕсемпе – 1019, пурăнмалли вырăнта регистрациленессипе – 1969, паспорт улăштарассипе – 206, ют çĕршыв паспортне илессипе – 206, судпа айăпланнипе айăпланманни пирки справка илессипе – 86, Пенси фончĕн тивĕçтерĕвĕсемпе – 286, ача садне черете тăма 342 заявлени.
Пĕлтĕр федераллă пулăшусем панипе 3 млн та 678 пин те 607 тенкĕлĕх госпошлина тÿленĕ. Çак суммăран 25 проценчĕ район бюджетне пырса кĕнĕ.
НФЦра çавăн пекех патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курма та май пур. Пашалăх е муниципаллă пулăшусене электронлă майпа хăй тĕллĕн илес тесен порталта регистрациленмелле çеç, монитор çине тухакан клеткăсене хăвăр даннăйсене çырса тултармалла. Портала кĕмелли пароле маннă пулсан, центр специалисчĕсем ăна тавăрма та пулăшаççĕ. Ку ыйтупа пĕлтĕр НФЦна 130 яхăн çын килнĕ. Çавăн пекех учетлă записе активацилеме 885, порталта регистрациленме – 267.
Паян центрта халăха пилĕк «чÿречере» йышăнаççĕ. Специалистсем патне маларах та çырăнма пулать: телефонĕ – 8(83537) 2-57-47, эл. адрес: http,//gov.cap.ru/SiteMap.aspx.gov–idç 814&idç2001319. Ĕç кунĕсенче центр каçхи 8 сехетченех ĕçлет, шăматкун 8–13 сехетсенче.
Кăçал ку учреждение тытса тăма 2 млн та 847 пин ытла тенкĕ уйăрнă. Вăл шутран çуррине яхăн – çĕнĕ çĕре куçма палăртнă пÿлĕмсене юсама. Пĕрремĕш çур çул вĕçнелле нумай функциллĕ центр Советски урамри 15-мĕш çуртăн 1-мĕш хутне куçĕ.
Çавăн пекех кăçалтан нумай функциллĕ центрăн МВД енĕпе паракан тивĕçтерĕвĕсем анлăланĕç. Вĕсем урлă наркотик хатĕрĕсемпе тата психотроплă япаласен витĕмне лекнипе лекменни пирки справка илме май пур. НФЦ специалисчĕсем порталпа усă курса водитель удостоверенийĕсене улăштарма заявлени çырма та пулăшаççĕ, кун валли кирлĕ оборудовани туянма пăхнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.