04 марта 2017 г.
Физкультурăпа спорта аталантарас, çамрăксене ку юхăма анлăрах явăçтарас тĕллеве Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх политикин приоритетлă çул-йĕрĕсен йышне кĕртет. Çакна вăл çулленхи Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕнче те палăртрĕ. Пирĕн районта ку енĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ тимлесе ĕçлет. Кăтартăвĕсем пирки вулакансене ун директорне Владимир Викториевич ПРОКОПЬЕВА каласа кăтартма ыйтрăмăр.
– Ачасене кĕçĕн çулсенченех сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас тĕллевпе ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕ спорт тĕсĕсен шутне ÿстерсех пырать. Ирĕклĕ кĕрешÿ, йĕлтĕр, çăмăл атлетика тата спорт туризмĕн секцийĕсем вăл уçăлнăранпах, 33 çул, ĕçлеççĕ ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра вĕсемсĕр пуçне баскетбол, волейбол, аэробика, полиатлон, бокс ушкăнĕсене шкул ачисем хастар çÿреççĕ. Тăватă çул каялла футбол, икĕ çул каялла хоккей тĕсĕсене анлă çул патăмăр. Вĕсене 1100 ытла ача çÿрет. Тренировкăсем йĕлтĕр базинче, спорт комлексĕнче, спорт шкулĕнче, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Кÿстÿмĕр, Калинино, Ярмушка, Санарпуç, Кĕçĕн Кипек, Хапăс, Аçăмçырми, Кульцав шкулĕсенче иртеççĕ.
Çитĕнекен ăрăва вăл е ку тĕсе суйласа илме, унпа таччăн туслашма вĕрентекен яланхи йыш – 9 тренер-преподаватель, çавăн пекех 16 тренер-преподаватель – хушма ĕçченсем, виççĕн улăштаракан тренерсем.
«Рассвет» физкультурăпа спорт комплексне çулталăкне вăтамран çынсем 97 пин ытла хутчен килнĕ, пысăк пайĕ – шкул ачисем: 2016 çулта 56639. Хевтесĕр çынсем валли те кунта мероприятисем ирттерме тăрăшатпăр. Пĕтĕмĕшле кунта пур шайри çынсем валли пĕлтĕр 99 мероприяти йĕркеленĕ, вăл шутран 9-шĕ – республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем.
Пĕлтĕр ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿрекенсенчен 699-шĕ массăллă разрядсене пурнăçланă. Вăл шутран 20 вĕренекен 1-мĕш разряда тивĕçнĕ. Виççĕн – çăмăл атлетка Татьяна Ефимова тата ирĕклĕ кĕрешÿçĕсем Сергей Кирилловпа Настя Иванова – Раççей спорт мастерĕсем пулса тăнă.
Ултă çамрăк – Екатерина Судова, Кристина Иванова тата Диана Политова çăмăл атлетсем, Сергей Кирилловпа Настя Иванова, Линда Журавлева, Наталья Дмитриева, Надежда Краснова кĕрешÿçĕсем Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервисен училищисене вĕренме кĕнĕ.
Республикăри тата Атăл тăрăхĕнчи хуласен ăмăртăвĕсенче Вăрнар спорт шкулĕн вĕренекенĕсем 74 хутчен çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне лекнĕ. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди йышне 21 вĕренекен кĕнĕ. Ку – питĕ пысăк çитĕнÿ.
Ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕ çула çитмен çамрăксемпе тимлекен комиссире тăракан ачасене спорта туллин явăçтарассипе пысăк ĕç пурнăçлать. Пĕлтĕр, сăмахран, учетри 22 çамрăкран 17-шне тимлĕхе илме май килнĕ.
Анчах ыйтусем те çук мар. Кăçал физкультурăпа спорт комплексĕнче, ача-пăча пултарулăх çуртĕнче вырнаçнă залсене, йĕлтĕр базинче юсавсем ирттерме палăртнă. Хоккей, çăмăл атлетика енĕпе тренерсем çитмеççĕ.