01 марта 2017 г.
Район администрацийĕнче иртнĕ эрнере ирттернĕ çавра сĕтелре уйрăм категорири граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтерес ыйтусене пăхса тухрĕç. Ун ĕçне республикăри социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Ирина Дроздова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, районти социаллă организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Леонид Николаев граждансене социаллă пулăшу парасси патшалăх политикин тĕп ĕçĕ пулнине палăртрĕ. Пирĕн районта ку мерăсемпе 9,1 пин çын усă курать. Анчах та юлашки вăхăтра ку сферăри саккунсенче вăя кĕнĕ улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем хăш-пĕр ыйтусене çуратаççĕ-ха. «Çавна май обществăлла организацисен ертÿçисен пулăшăвăн çĕнĕ мерисене тĕплĕн, тĕрĕс ăнлантарса памалла», – палăртрĕç калаçура.
Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина ачаллă çемьесене пособисем, граждансене ЖКУ тÿлевĕсене саплаштарма субсидисем, ял специалисчĕсене компенсацисем тÿлесси епле пурнăçланнине анлăн тишкерчĕ. Федераллă çăмăллăхçăсене ЖКУ тăкакĕсемшĕн компенсаци парассипе ыйтусем чылай пулнине палăртрĕ. Çĕнĕлле шутлава «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра тĕплĕн, формулăсемпе ăнлантарса панине каларĕ. Вĕсене çавăн пекех тĕлпулусенче, Пĕрлехи информаци кунĕсенче те халăх патне çитерме тăрăшнă. Ку ыйтупа тĕплĕнрех ăнлантару – район хаçачĕн сайтĕнче: «Вопросы по выплате ЕДК на ЖКУ» баннерта.
Хăйсен организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Вăрнарти центр директорĕ Людмила Николаева, Калининăри психоневрологи интерначĕн директорĕ Сергей Кузьмин каласа кăтартрĕç.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ертÿçи Сергей Гордеев пĕтĕмлетÿпе пĕрле инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси хăйсен тĕп тивĕçĕ пулнине асăнчĕ. Пĕлтĕр ку ушкăнри 20 çынна ĕçлĕ пулма пулăшнă. Республика программипе пĕр инвалид «Асамат» ТМЯОн делопроизводителĕ пулса тăнă. Пĕтĕмĕшле районти 17 организацире 32 ĕç вырăнне квотăланă. ,çлекен инвалидсем 62. «Шел те, хăш-пĕр пуçлăхсем сусăрсене ĕçе илесшĕнех мар. Вăрнар районĕпе ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрисен 12,6 проценчĕн çеç яланхи ĕç пур», – пĕлтерчĕ Сергей Владимирович.
Çавра сĕтел ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, республикăри социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Ирина Дроздова уйрăм категорири граждансене тивĕçекен мерăсене тĕплĕ ăнлантарчĕ. Обществăлла организаци ертÿçисен те ыйтусем пулчĕç. Куç курманнисен обществин председателĕ Галина Мясникова районти чылай автобус маршручĕпе социаллă билетсем «ĕçлеменнине» палăртрĕ. «Перечене икĕ маршрута кăна кĕртнĕ. Пирĕн районта вара унта кĕме тивĕç маршрутсем тата пур», – терĕ вăл. Ирина Дроздова ку ыйтăва уçăмлатма шантарчĕ.
Çар ĕçĕсен ветеранĕсене, ялта харпăр хăй çуртĕнче пурăнакансене, ЖКУ саплаштарăвĕсем кăсăклантарчĕç. Шел те, вĕсене ку çăмăллăхсем тивĕçмеççĕ, пĕлтерчĕ Ирина Анатольевна.
Светлана ЧИКМЯКОВА.