01 марта 2017 г.
Хăш-пĕр çынсем халăхра чап çĕнсе илессишĕн тем пек çунаççĕ. Теприсем вара хисепе чăн тата пысăк ĕçпе тивĕçеççĕ: Пăртасра пурăнакан Евдокия Степановна Антонова пек.
Евдокия Степановнан кун-çулне шăпа пирĕн районпа çыхăнтарнăшăн 50 çул ытла хăйсен ентешĕ тесе шутлакан пăртассем уйрăмах хытă савăнаççĕ. Вун-вун ача ун тивлечĕпе пурнăçра хăйсен ăнăçлă вырăнне тупнă, вун-вун ачана вăл тĕрĕс тĕллев лартма пулăшнă. Анчах та сакăр теçеткене хăвалакан учительтен пĕр мухтанчăк сăмахĕ те илтме тÿр килмерĕ. «Хама хам хаклама ирĕк çук. Тивĕçе чыслăн пурнăçланă çеç», – терĕ вăл.
Евдокия Степановна, Элĕк районĕнчи Павлушкăнь ял хĕрĕ, хăй вăхăтĕнчи çамрăксем пекех Пăртаса направленипе килсе çакланнă. Ку яла пуçласа çул хывни ĕмĕрлĕх ун асне кĕрсе вырнаçнă. Пуйăс çÿренине пĕлмен те Вăрнартан Пăртаса çуранах утнă. Ют çул инçе туйăнать çав, Евдокия Степановна таçта аякка кайма пÿрнĕшĕн чăматанĕ çине лара-лара макăрнă. Хирĕç пулнă пĕр арçын кÿтнĕ чунне пушшех «тăвар сапнă». Пăртасра хурахсем кăна пурăнаççĕ, унта ан кай, тесе хăварнă.
– Миçе çул пурăнатăп ĕнтĕ, пăртассем мана нихăçан та усал туман, пĕр сивĕ сăмах та каламан, – тет халĕ Евдокия Степановна.
Çакă Пăртас ачисем вăл вĕрентнĕ нимĕç чĕлхине юратнипе те, хăйне хисепленипе те çыхăннă ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕпе яланах пĕр тĕвĕре пулнă. Вĕренекенĕсем – кашни çул предмет олимпиадисен тĕрлĕ шайри çĕнтерÿçисем. Юратнă учителĕн çулĕпе кайнисем те пур: Олеся Германова, Ольга Каштанова, Галина Иванова. «Шел, Славик Павлов Чулхулари института кĕреймерĕ. Малтан тăрăшса вĕренмерĕ те-ха», – халь кăна пулнăн пăшăрханса калаçрĕ Евдокия Степановна.
Пултаруллă ачасене витĕрех курнă вăл, хăть мĕнле пулсан та аслă шкула вĕренме кĕме сĕннĕ. «Тĕлĕнмелле çын вăл. Шкул хыççăн эпĕ Вăрнар техникумне ветеринара кайса кĕтĕм. Евдокия Степановна çакна пĕлнĕ те киле килсе макăрчĕ, сан ăс-тăнупа пысăкрах çын пулмалла, тесе тилмĕрчĕ», – аса илет ун вĕренекенĕ Людмила Яковлева пултаруллă учителĕ ăна пурнăç тĕллевне тупма пулăшнăшăн тав туса. Чăн та, хĕр урăх професси суйланă – нумай çул ĕнтĕ ачасене ÿнер вăрттăнлăхĕсемпе туслаштарать.
Ку – Евдокия Степановна çул панă пĕрреллĕ тĕслĕх кăна мар. Вĕренекенĕсене тĕллеве палăртма пулăшас тени унăн ачалăхĕпе те çыхăннă-тăр. Евдокия Степановна – амăшĕн пĕртен-пĕр ачи, пĕртен-пĕр пурнăç тĕллевĕ. Ун çинчен калаçма тытăнсанах ветеранăн куçĕсем шывланчĕç. Гликерия Николаевна мăшăрне хĕрне çуратнă кун – 1942 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче – вăрçа ăсатнă, анчах кĕтсе илеймен. Чи йывăрри – ун çинчен пĕр сас-хура та пулманни. Хуйхăллă шăпа пÿрнĕ пулин те амăшĕ, Гликерия Николаевна, хĕрне вĕрентес тесе тăрăшнă. «Эх, ачам, вĕрен-ха. Вĕренмен çынсене пурăнма та йывăр», – тенĕ вăл. Чи çывăх çыннин сăмахне итлесех вăл юлташ хĕрĕпе пĕрле Шупашкарти пединститута ют чĕлхесен факультетне кайса кĕнĕ. Унччен паспорт илме справка кирлипе икĕ çул стройкăра ĕçленĕ, çак вăхăтрах хатĕрленÿ курсĕсене çÿренĕ.
«Шел, анне 67 çул çеç пурăнчĕ. Хытă чирлетчĕ», – куççульне шăлчĕ Евдокия Степановна. Мăшăрĕ, Степан Никифорович Никифоров, 1944 çулта паттăрла вилĕмпе пуçне хунине пĕлмесĕрех çĕре кĕнĕ (ку факта Евдокия Степановнан вĕренекенĕ пулăшнипе кăçал кăна пĕлме май килнĕ). Степан Никифоровичăн Захар тата Василий шăллĕсем иккĕшĕ те 1942, 1943 çулсенче Карелире хыпарсăр çухалнă.
Амăшĕ тĕрĕс пил панипе Евдокия Степановна вĕрентÿ тытăмĕнче 37 çул вăй хунă. Икĕ çулне – тăван районĕнчи Кĕçĕн Тăван шкулĕнче. Хăйне Турри ачасем паман пулин те вун-вун ачашăн амăшĕнчен те амăшĕ, юлташран та юлташ пулса тăнă вăл. Уроксем хыççăн консультацие юлакан ачасене апат пĕçерсе килсе çитернине вĕренекенĕсем халĕ те ырăпа аса илеççĕ.
Ку çеç те мар, çамрăклах хоккея кăмăллакан учитель патне ку спорт вăййисене телевизорпа пăхма çур шкулĕ тенĕ пек пуçтарăннă. «Хăш команда хăшне çĕнтерессине çырса пыраттăмăр. Пĕлменнисене юр çинче йăвантаратчĕç», – аса илет Евдокия Степановна. Халĕ те интересленет вăл ку тĕспе, анчах та ун чунне Раççей спортĕнче миллиардсемпе тÿлесе илнĕ спортсменсем чылай пулни хуçать. «,лĕкрех матчсене пăхса миçе çамрăк хоккейпа туслашмарĕ пуль. Кампа танлашмалли пулнă», – ассăн сывлать ветеран.
Евдокия Степановнашăн пăртассем тăвансем вырăнне пулса тăни кашни сăмахĕнчех аван палăрать. Вăл кунта мăшăрне – Алексей Антонова – тупнă. Пăртассем хисеплени-сума сунипе, ĕçтешсем пĕр-пĕрне пулăшнипе хавхаланса ĕçленĕ.
Чăннипе, тивĕçе мала хурса пĕтĕм чунтан тăрăшнă учителĕн ĕçне иртнĕ вăхăтпа хаклани тĕрĕсех те мар. Вăл – яланлăх Учитель. Çакна вĕренекенĕсем манманни, тăтăшах ун пурнăçĕпе кăсăкланса тăни, хăнана килни, саламсем яни аван çирĕплетеççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.